Республикăра 143 километр çула юсĕç

30 Мар, 2018

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Правительство çуртĕнче Транспорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.

Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Лару пуçланиччен вăл РФ транспорт министрĕпе Максим Соколовпа курнăçнă. Михаил Васильевич пирĕн республикăра «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проект епле пурнăçа кĕни çинчен каласа кăтартнă. «Хальхи вăхăтра подрядчиксене палăртас енĕпе ятарлă конкурссем ирттереççĕ. Вĕсем çу уйăхĕнчех ĕçе пуçăнма пултараççĕ», — тенĕ регион ертÿçи. 2018 çулта Чăваш Енре 73 автоçула /143 километр/ юсама палăртнă. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 730 миллион тенкĕ уйăрĕç.

Тĕлпулура çавăн пекех Шупашкарти Мускав кĕперне тăвас ĕç епле пыни çинчен те калаçнă. Ăна туса пĕтермешкĕн Мускавран 365 миллион тенкĕ ытла куçарса памалла. «Подрядчиксем ăна авăн уйăхĕн тĕлне хута яма шантараççĕ. Ĕç тапхăрĕ графикпа килĕшÿллĕн пырать», — тенĕ Михаил Игнатьев. Пăрачкав районĕнче — Сăр, Çĕрпÿ районĕнче Çавал шывĕсем урлă каçмалли кĕперсене тăвассипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.