Хĕнпе туптаннă кун-çул

28 Мар, 2018

«Сывлăха пĕтĕмпех тискер вăрçă пĕтерчĕ, — тет Çĕрпÿ районĕнчи Çуткасси ялĕнче пурăнакан Нина Орлова. — Çамрăк чух шăнни пĕтĕмпех халĕ аптăратать. Атте вăрçа кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ. Эпĕ унăн сăнне те астумастăп. Пире, виçĕ ачана, анне мĕнле ура çине тăратнă-ши? Çăкăр тутине те пĕлмен, курăк яшкипе ÿснĕ. Юрать, пахчара çĕр улми пулнă. Крахмал икерчи пĕçерсен савăнсах çиеттĕмĕр. Çĕр улми хуппине те пăрахман, кăмакара типĕтнĕ.
Çĕр улми пĕтсен армана хуппине авăртма яратчĕ анне. Миххе тултарса çурăм çине çакаттăм та утаттăм. Эпĕ асли пулнă май пĕтĕм ĕç ман çине тиеннĕ. Армантан килсен анне унран яшка пĕçеретчĕ. Пĕррехинче ăна çинĕ хыççăн çемйипех вар-хырăм чирĕпе аптăрарăмăр. Пĕлместĕп, вилĕмрен мĕнле хăтăлса юлтăмăр-ши?
Выçăхса çитсен анне пире хутаç çактарса юнашар яла ыйткалама кăларса яратчĕ. Çăкăр ыйтма питĕ намăсланаттăмăр. Çавна май ял патне çитеттĕмĕр те каялла таврăнаттăмăр. «Çул çинче йытă тапăнчĕ», — тесе суяттăмăр аннене.
Хĕлле пÿрт сивĕ пулатчĕ. Ăна хутса ăшăтма — вутă, çие тăхăнма тумтир çукчĕ. Чĕркуççисем çап-çараччĕ, ним пĕлми шăнса кÿтетчĕç. Ăшăнас тесе алăпа сăтăраттăмăр, анчах ăшăннине туймасăрах çывăраттăмăр. Вăрçă халăха мĕн тери нуша кăтартрĕ. Пирĕн ачалăха йăлтах вăл туртса илчĕ. Çи-пуç япăх пулсан та кÿршĕ ялта, сакăр çухрăмра вырнаçнăскерте, 8 класс пĕтертĕм».
Нина аппа пулни-иртнине аса илнĕ май куççульленчĕ. Ăна ыталаса илтĕм те лăпланма сĕнтĕм. «Вăл вăхăтрипе танлаштарсан паянхи пурнăç çăтмах пекех туйăнать. Анчах сывлăх çук», — пăшăрханчĕ ватă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.