«Батыревăра» «çевок акакансен юрри», е Алина Изман «Çичĕ юрă» кăларăмра
«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан Алина Изман Чăваш Енĕн Наци радиовĕпе Олег Прокопьев ертсе пыракан «Çичĕ юрă» кăларăма хутшăнассине эпир иртнĕ эрнерех пĕлтернĕччĕ-ха.
«Хыпар» издательство çурчĕн хыпарсен службине радиокăларăма тÿрĕ эфирта итлеме май килменнине кура çырса илнĕ вариантпа паллашрăмăр. Олег Прокопьев пирĕн ĕçтешĕмĕрĕн хушамачĕ юрă пекех хитрине палăртрĕ. Юрăçсене Алина Изман талантлисем тата хăюллисем çине пайларĕ. Вăл шухăшланă тăрăх, кам мĕне пултарать, çав енĕпе ĕçлемелле. «Сцена çине хăпарса хăюллисене туртса антарас килмест-и?» – ыйтрĕ радиоертÿçĕ ĕçтешĕмĕртен. «Мĕнле кăмăлпа тата кампа кайнинчен килет», – хуравларĕ калем ăсти.
«Пĕрисем алă çупса лараççĕ, теприсем ташлама тухаççĕ, эп кăна ухмах-ши тесе шухăшласа ларатăп», – хальхи вăхăтри эстрадăри çÿп-çаплă сăмахсемлĕ юрăсемшĕн чунне ыраттарса калаçрĕ Алина Изман. Унăн сăмахĕпе килĕшсе Олег Прокопьев: «Теприсем сак айне пытарса вăрттăн ĕçсе лараççĕ», – тесе хушса хучĕ.
Алина Изман радиоэфира Алексей Алексеевăн «Эп манас çук сана», Владимир Шинжаевăн «Хуларан», Полина Борисован «Мĕн манса хăвартăм-ши?», Александр Редăн «Каçар», Сергей Лекеровăн «Батыревăра», Петр Ермолаевпа Андрей Шадриковăн «Все значит», Алина Егорован «Юлар-ха калаçса» юррисемпе кайнă. «Мĕншĕн çав юрăсене суйларăн?» - ыйтăва ĕçтешĕмĕр «Паянхи чăваш эстрадинчи стилистика тата пуплев йăнăшĕсем» темăпа тĕпчев ĕçĕ çырасшăн», - тесе шÿтлесе хуравларĕ.
«Çичĕ юрă» тÿрĕ эфирта янăранă май кăларăма шăнкăравланисем те паянхи эстрада шайĕпе кăмăлсăрланнине пĕлтерчĕç. Культура министерстви ăçта пăхать тесе те хăшĕсем аптăрарĕç.
Комментировать