Паллă романсене чăвашла вулар-и?

17 Мая, 2014

Аллăмра - капăр хуплашкаллă хитре кĕнеке, «Александр Беляев. «Доуэль профессор пуçĕ», «Амфиби çын». Вăл «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетленсе тухнă. Фантастика романĕсене вырăсларан чăвашла Алексей Леонтьев куçарнă. Çак кĕнекепе куçаруçă çĕнĕ ярăм - «Ачасен ылтăн вулавăшĕ» - пуçланă. Сăмах май, маларах Алексей Петрович Александр Гринăн хайлавĕсене вырăсларан тăван чĕлхене куçарса 5 том кăларнăччĕ. Вулакансем ăна хапăлласа йышăнчĕç. Никамшăн та вăрттăнлăх мар - паян ачасемпе çамрăксем кĕнеке питех вуласшăн мар, вăхăта ытларах компьютер умĕнче ирттереççĕ. Тата «чун çимĕçĕ» те нумай, тахăшне суйламалла. Кунта вĕсене «Ачасен ылтăн вулавăшĕ» ярăм пулăшĕ. Унта çамрăк ăрушăн чи лайăх, чи кирлĕ произведенисем пулĕç.

Александр Беляев / 1884-1942/ пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе наука фантастикин жанрĕпе çырнă. «Тĕнче хуçи», «КЭЦ çăлтăр», «Нихçан пĕтми çăкăр», «Атлантидăн юлашки çынни», «Ариэль», «Эфирти кĕрешÿ», «Амфиби çын», «Доуэль профессор пуçĕ» романсемпе ытти произведенире çыравçă наукăпа техникăн çав тери интереслĕ ыйтăвĕсене çутатнă.

Вулакансен тĕрлĕ ăрăвĕ уйрăмах килĕштерекеннисем, паллах, - «Амфиби çынпа» «Доуэль профессор пуçĕ». Сальватор тухтăр акула сухине куçарса лартса шывра та, çĕр çинче те пурăнакан çын «тăвать» /«Амфиби çын»/, Доуэль профессор генилĕхĕпе усă курса Керн профессор вилнĕ çын пуçне чĕртет /«Доуэль профессор пуçĕ»/. Генилĕхпе ырăлăх /Сальватор, Доуэль/ тата çăткăнлăхпа усаллăх /Керн, Зурита/... Вĕсен хушшинчи çивĕч, принциплă кĕрешÿ, ăслăлăхри халĕччен пулман çитĕнÿсем тата вĕсемпе харпăр хăйшĕн кăна усă курас тĕллевсем - акă А.Беляевăн вун-вун чĕлхепе куçарса кăларнă романĕсен тĕп шухăшĕсем. «Амфиби çынпа» «Доуэль профессор пуçĕ» - писатель-фантастăн чăвашла пичетленсе тухакан чи малтанхи произведенийĕсем.

Паллă романсем вырăсла кăна мар, чăвашла та çăмăллăн вуланаççĕ. Пĕрре кăсăкланса кĕрсе каятăн та - кĕнекене алăран ярас килмест. Тăлмачăн чĕлхи сĕтеклĕ те питĕ пуян. Куçару ĕçĕнче шăпах вырăнлă, кирлĕ, тĕрĕс сăмахсем тупма пĕлнипе палăрать. Çĕнĕ сăмах тăвассипе те маçтăр. Чăн та, ĕçе юратса пурнăçлани куç кĕрет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.