Тÿре-шара алла клюшка тытнă

20 Мар, 2018

Хоккей — хăюллисен вăййи. Вăл хĕрÿ те вĕри. Кăсăклă та. Ĕнер те «Шупашкар—Арена» пăр керменĕнче çак вăййа кăмăллакансем туслă тупăшăва пухăннă. Аллисене клюшка тытакансем — ЧР Правительствипе ЧР Патшалăх Канашĕн ĕçченĕсем.

Правительство командин пуçĕнче пăр çине ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухнă, унпа пĕрлех Министрсен Кабинечĕн членĕсем. Парламентарисен ушкăнĕн капитанĕ — Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.

Чăваш Ен ертÿлĕхĕ вăййа Раççейре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхне халалланă. Шăпах çак туслă çыхăну çутă малашлăха хывакан çул никĕсĕ-çке.

Командăсем клюшкăпа пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленине, вăйă хĕрÿ самантсемпе пуяннине пăхмасăр туслăх çĕнтернĕ.

Республика ертÿлĕхĕ сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçе хастар хутшăннине палăртма та кăмăллă.

Рубрика: 

Комментировать