Çулсăр — ни унталла, ни кунталла…

20 Мар, 2018

Шупашкарта çĕкленекен «Солнечный» микрорайонти нумай хваттерлĕ çак çуртсем пурăнма хатĕр ĕнтĕ.
Анчах унта çул çук. Çынсен прокуратурăран пулăшу ыйтма тивнĕ.

Калинин районĕн прокуратури пая кĕрсе çурт-йĕр тума хутшăннă çынсен интересĕсене хÿтĕлесе тĕп хула администрацийĕ тĕлĕшпе суда тавăç тăратнă. Çĕнĕ микрорайонти çуртсене Трактор тăвакансен проспектĕнчи автотрассăпа çулпа тата çуран çÿремелли тротуарпа çыхăнтарма ыйтнă. Хула территорийĕнче çулсем тăвассипе çыхăннă ĕç вырăнти хăй тытăмлăх органĕн компетенцине кĕрет, çавна май район сучĕ прокурор ыйтăвне тивĕçтернĕ — хула администрацийĕн çул тумаллине çирĕплетнĕ.
Анчах администраци çак йышăнупа килĕшмен, республикăн Аслă судне çăхав çырнă. Кăлăхах — Аслă суд пĕрремĕш инстанци сучĕн йышăнăвне улăштарман, çаплипех хăварнă. Çапла вара суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ микрорайона автотрассăпа çыхăнтаракан çула тата тротуара 6 уйăхра туса хута ямалла.
Çулсем тенĕрен, прокуратура органĕсем вĕсене мĕнле пăхса тăнине те куçран вĕçертмеççĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ май Красноармейски районĕнчи Сĕренкасси ялĕнчи çула вăхăтра тасатас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнманнине тупса палăртнă. Муниципалитет контракчĕпе килĕшÿллĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ «Сăр — Акчикасси — Шулю» автоçула пăхса-тасатса тăрассишĕн кунти фермер яваплă. Çак тивĕç çине алă сулнă пулас та — асăннă ялта çулăн 25 метр тăршшĕ сыпăкĕ юр айне пулнă. Метр хулăнăш — çăмăл машина çÿреме мар, çуран иртме те йывăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.