Фильм композиторĕ - пирĕн ентеш

16 Мая, 2014

Пĕрремĕш канал «Переводчик» фильм кăтартрĕ. «Композиторĕ - Алексей Айги» тесе çырнине вуласа юлма ĕлкĕртĕм. Геннадий Айхи ывăлĕ мар-и вăл?

С.КИРИЛЛОВ.

Канаш хули.

«Переводчик» /тепĕр ячĕ «Чарли»/ мини-сериала /режиссерĕ А.Прошкин/ «Марсмедиа» 2013 çулта ÿкернĕ. Кăрлачăн 31-мĕшĕнче Израильте пĕрремĕш хут экрансем çине кăларнă.

...Фильмри ĕçсем фашист оккупацийĕ вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Хими преподавателĕ Андрей Петрович Стариков, «Чарли Чаплин» хушма ят илнĕскер, мăшăрĕпе тата амăшĕпе тĕрлĕ халăх çынни /украинсем, вырăссем, еврейсем, тутарсем, эрменсем/ хÿтлĕх тупнă кивĕ çуртра пурăнать. Нимĕçсем килни вĕсен пурнăçне тĕпрен улăштарать.

Тĕплĕнрех - шăмат кунхи "Ыйту-хурав" кăларăмра.

Рубрика: