Çĕнтерÿçĕсене - пылак парне

16 Мая, 2014

Шупашкарти тăлăх ачасен çуртĕнче "Атăлçири спорт Олимпĕ" ăмăрту иртнĕ. "Ачалăха тавăрар" тупăшăва ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене социаллă пулăшу памалли общество проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унăн девизĕ: "Пĕр кун та - спортсăр". Спартакиада программинче - волейбол, дартс, кросс, шашка-шахмат, теннис, мини-футбол.

"Спорт Олимпне" парăнтаракансен çивĕч ăмăртăвĕсене федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров çитсе курнă. "Ачасем вăй-хал тĕлĕшĕнчен аталанма тăрăшни хавхалантарать. Эсир хăвăр ăсталăха тата команда вăйне кăтартрăр, - тенĕ Геннадий Семенович çамрăк спортсменсене. - Çĕнтерÿçĕсем авăн уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче спартакиадăн Шупашкарти финалĕнче тупăшĕç".

Çакна та палăртмалла: "Ачалăха тавăрар" тупăшу Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулăшу кÿнипе иртет. Спорт уявĕнче çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе чысланă тата пылак парнесемпе хăналанă.

Рубрика: