Чи пысăк телей

19 Мар, 2018

Календарьте хĕрлĕпе паллă тунă «пуш, 8» çывхарнăçемĕн пĕтĕм тĕнче этемлĕхĕн черчен çуррине саламлама хатĕрленет. Юратнă амăшĕсене, хĕрĕсене, йăмăк-аппăшне, асламăш-кукамăшне, ĕçтешĕсене кăмăла каймалли парне хатĕрлессишĕн, эх, вĕткеленеççĕ, ăшталанаççĕ пурте. Шупашкарти 134-мĕш садике çÿрекен 3 çул та 9 уйăхри Елисей те чи çывăх çыннине хăй ăсталанă аппликаципе савăнтарнă. Пĕчĕк каччă, тĕрĕссипе, амăшĕшĕн хăй тĕнчере пурри мĕнлерех пысăк парне — шăпа парни — иккенне кăшт çитĕнсен ăнланса илĕ.

495 грамм йывăрăшпа

Паллах, амăшĕн ятне илтнĕ кашни хĕрарăмшăнах пепкин сывлăхĕ — чи пысăк телей. Анчах вăтăр урлă тин çеç ярса пуснă Людмила Васильевнăшăн вăл темиçе хут пысăкрах, чылай хаклăрах пек туйăнать. Унăн ывăлĕ — пĕрремĕш тата пĕртен- пĕр /хальлĕхе/ тĕпренчĕкĕ — çут тĕнчене... вăхăтсăр, питĕ пĕчĕк виçепе килнĕ-çке. Елисей Громовччен Шупашкарти хула 1-мĕш клиника больницин перинаталь центрĕнче кун пеккине çăлса хăварни пулман. «495 грамм», — çырнă бирка çине тин çуралнă пепкене, ал тупанне вырнаçакан пĕчĕкçĕ чăмаккана, кювеза хунă май.
Республикăшăн хăйне май рекордлă тĕслĕх çинчен иртнĕ çул вĕçĕнче Хула перинаталь центрĕнче тин çуралнисен патологийĕн уйрăмĕн заведующийĕнчен Татьяна Поляковăран илтнĕччĕ. Республикăри тĕп неонатологăн ĕç пÿлĕмĕнчи сĕтел çинче шăпах Елисей сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă та — тухтăртан çав ача шăпи çинчен ыйтмасăр чăтаймарăм. «Маттурскер вăл: тантăшĕсенчен пĕртте юласшăн мар, юрлать те, сăвă та калать, футболла та вылять. Йăрăскере ахальтен мар мечĕк парнелесе савăнтарма шухăшларăмăр», — тенĕччĕ ун чухне Татьяна Александровна Вăхăтсăр çуралнă ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче çавнашкал пепкесене пĕрле пухасса систернĕ май.
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн вулаканĕсене юмахри сăнар ячĕллĕ шăпăрланпа, унăн çемйипе çывăхрах паллаштарас кăмăлăм çав тĕл пулура çуралнăччĕ. Тинех курнăçрăмăр: Елисейпа чун каниччен вылярăмăр, унăн амăшĕпе Людмилăпа вара уçă калаçу пуçартăмăр.

Ардатовран — Шупашкара

Людмила Белкова — Мордва тăрăхĕнчен, Ардатов станцийĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ Надежда Витальевна Чăваш Енрен пулнă май пирĕн тăрăха тăванĕсем патне хăнана час-час килсе çÿренĕ. Шупашкар хулине çапла ача чухнех пĕлкелеме пуçланă. Шкул саккипе сыв пуллашсан малашне ăçталла çул тытасси пирки ыйту тухсан Людмила, Мордва хутлăхĕн тĕп хули чылай çывăхрах вырнаçнă пулин те, шурă Шупашкара суйланă.
— 23-мĕш училищĕне çĕвĕçе вĕренме кĕтĕм. Диплом алла илсен тусăмпа пĕр фирмăна ĕçе вырнаçрăмăр. Пĕр вăхăт шалу вăхăтра тÿлеме чарăннăччĕ. Мастер пирĕн предприятирен инçех мар вырнаçнă сĕтел-пукан ăсталакан цехра çĕвĕç кирлине пĕлтерчĕ те — кайса пăхма шу-хăшларăм. Илчĕç ĕçе. Çапла паянхи кунчченех çав цехра, уйрăм çын фирминче, тăрăшатăп, — терĕ хăйĕнпе паллаштарнă май Людмила.
Унран пĕр эрне кăна маларах Каçал тăрăхĕнчи Хирти Выçли каччи Сергей Громов та çав цеха ĕçе вырнаçнă. Çамрăк водитель хÿхĕм сăн-питлĕ, кăлтăр-кăлтăр куллипе такама та тыткăнлама пултаракан хĕре тÿрех куç хывнă. Майĕпен мордва хĕрĕпе чăваш каччин туслăхĕ юратăва куçнă, çамрăксем пĕр сукмакпа утма тĕв тунă.
Çие юлсан хăйне çитес уйăхсенче мĕнлерех çирĕп «экзаменсем» кĕтессине çамрăк хĕрарăм пуçа илме те пултарайман. Пулас пепкине кĕтнĕ май хăйĕнпе, варта тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкĕпе йăлтах йĕркеллĕ пуласса ĕненнĕ.
— Консультацие вăхăтрах шута тăтăм. Биохими анализĕсем хатĕр пулсан мана Президент перинаталь центрне тĕрĕсленме ячĕç. Пăшăрханмалли паллăсемех тупса палăртмарĕç, — çие юлсан сисчĕвлентерекен патологи уйрăмлăхĕсем пулманнине çирĕплетет вăхăт çитичченех çăмăл-ланма тивнĕ хĕрарăм.

Шанăç çулĕ

Çие юлнăранпа 30 эрне иртнĕ. Савăнăç çитессе — çĕнĕ кайăк çемьене вĕçсе кĕрессе — кĕтмелли нумай та юлман. Людмилăн юн пусăмĕ ытлашши пысăк пулнăран больницăна выртма тивнĕ. Пулас амăшне тĕп хулари ача çуратмалли 5-мĕш çуртра сăнаса тăнă. Тахăш самантра тухтăрсем варти пепке патне юн япăх пыма тытăннине сиснĕ, хĕрарăма хăвăрттăн хула перинаталь центрне операцие леçнĕ. «Сехет мар, кашни минут пĕлтерĕшлĕ», — больница ĕçченĕсем васкатни халĕ те хĕрарăм асĕнчех. Каярах, тухтăрсем – пĕрин хыççăн тепри — хăйĕнпе калаçнă май сывлăха сиенлетме пултарнă инкек сăлтавне пĕлнĕ амăшĕ: герпес çапла витĕм кÿрет-мĕн.
32 эрнери пепке... «Ун пеккисем пурăнма пултараççĕ-и?» — умра операци чухне кунашкал ыйтăва сÿтсе явма-и! Ăслă, хăйне лăпкăлăх картинче тытма пултаракан çамрăк хĕрарăм ăнланнă: телей патне выртакан çул — тĕлĕнтермĕше чĕререн ĕненни.
— Наркоз витĕмĕнчен тухрăм. Анастезиолог, медсестрасем ман сывлăх тăрăмĕпе кăсăкланаççĕ. Пепке пирки пĕринчен ыйтатăп, тепринчен... — никам нимĕн шарламасть. Пăхатăп: операци меслечĕпе çăмăлланнă ытти хĕрарăмăн аллине бирка çыхнă, манăн – нимĕн те çук. Каç еннелле палатăна хунă черетлĕ хĕрарăм икĕ пепкене реанимаци уйрăмне вырнаçтарни çинчен каларĕ. Чун сисĕмлĕхĕ вăранчĕ: пĕри манăнах тесе шухăшларăм, — темиçе çул каяллахи ÿкерчĕке куç умне кăларчĕ Елисей амăшĕ.

Асампа çыхăннă ят

Елисей... Хăйсен арçын ача çураласса пĕлсенех Людмила хăйне те, мăшăрне те çак ята хăнăхтарма пуçланă. Чăваш халăхĕн ырă йăли — ача вăхăтсăр, хавшакрах çуралсан ăна сайра тĕл пулакан ят хуни, çакă инкеке сирме пулăшнине шанни — çинчен каярах илтнĕ те — чун сисĕмлĕхĕ ку тĕлĕшпе те тÿрре тухнине ăнланнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.