Çынсем суйлава хастар хутшăнаççĕ

18 Мар, 2018

"Чăваш Енре ирхи 8 сехетре пĕтĕм суйлав участокĕ - 1177-шĕ те - уçăлнă, вĕсем пурте йĕркеллех ĕçлеççě. 12 сехет тĕлне сасăлавçăсен 41 ытла проценчĕ сасăланă", - пĕлтерчĕ "Хыпар" хаçат журналистне ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков.

Александр Иванович çынсем суйлава çапла хастар хутшăнни пĕрремĕш хут пулнине те пытармарĕ. Эппин, чылайăшĕ хăйĕн правипе туллин усă курасшăн, Раççей малашне мĕнле аталанса пырасси паянхи суйлавран та килнине кашниех ăнланать.

ТСК председателĕ сасăлавçăсем йышлă участоксенче видеосăнав камерисем, тимĕр детекторĕсем вырнаçтарнине каларĕ, çакă чи малтан хăрушсăрлăх валли кирлине аса илтерчĕ. Йĕркене пăснă пысăк тĕслĕхсем çуккине пĕлтерчĕ Александр Цветков, çaпах хăйсене килĕшмен самантсем пирки тимлĕ çынсемпе сăнавçăсем шăнкăравласа систереççĕ-мĕн. Тĕслĕхрен, хăш-пĕрне пĕрремĕш хут сасăлакансене участоксенче парне пани килĕшмест иккен.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май ТСК председателĕ суйлав участокĕсем 20 сехетчен ĕçленине палăртрĕ. Эппин, çак утăма туса ĕлкĕрейменнисен Президент суйлавне хутшăнма вăхăт пур-ха.

Рубрика: 

Комментировать