Мунчана пăсмах тивет

16 Мар, 2018

Ют çын çĕрĕ çине кĕрсе лартнă мунчана пăсмалла турĕç. Чикĕ çав вырăнтан иртни пирки пĕлмен çав эпĕ. Мунчана пачах та пăсас килмест. Мĕн тумалла-ши?

Ю.ТАРАСОВ.
Элĕк районĕ.

Екатерина КАРПЕЕВА, Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи:

— Росреестр управленийĕ граждансене строительство ĕçĕсене пуçличчен çĕр лаптăкĕсен чиккисене тĕрĕс палăртмалли çинчен асăрхаттарсах тăрать. Апла пулин те юлашки çулсенче республикăра чикĕсемпе çыхăннă тавлашусем час-часах сиксе тухаççĕ. Чылай чухне çакнашкал тавлашусем çурта е хÿмене пăсмалли çинчен калакан суд йышăнăвĕпе вĕçленеççĕ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнче те ют çын çĕрĕ çинче çурт туса лартнипе çыхăннă ĕç пулнăччĕ. Екатерина Родионова хăйĕн лаптăкĕ хĕрринех çуллахи пÿрт туса лартнă. Каярахпа ун çумне ĕç хатĕрĕсем упрамалли хуралтă тĕксе тунă. Урам вĕçĕнче пурăннăран хĕрарăм хăйĕн çĕрĕнчен тухса кайни пирки шухăшламан та, пăшăрханман та.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ çуллахи пÿрт çумĕнчи çĕр лаптăкне тепĕр çемьене сутнă хыççăн тин Е.Родионова саккуна пăсни палăрнă. Çĕнĕ лаптăк чиккисене вырăна тухса тĕрĕслемесĕрех палăртнă. Суту-илÿ ĕç-хĕлне пурнăçланă хыççăн тин çав лаптăк çинче çурт ларнине асăрханă.
Росреестр управленийĕ Çĕр саккунне пăхăннине тĕрĕсленĕ хыççăн Е.Родионова çумри лаптăкăн 250 тăваткал метрне йышăннине тупса палăртнă. Ăна çакăншăн административлă майпа айăпласа штрафланă, йăнăша тÿрлетмелли çинчен асăрхаттарса предписани панă. Ăна пурнăçламанран ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕр лаптăкне пушатма ыйтса суда тухнă.
Пĕрремĕш инстанцири тата апелляци сучĕсем Е.Родионовăн строительство ĕçĕсене пуçариччен çĕр лаптăкĕн чиккине палăртмалла пулнине çирĕплетнĕ. Чикĕ ăçта вырнаçнине çырса кăтартни куçман пурлăх кадастрне кĕртмелли хăйне евĕрлĕ характеристика шутланать. Çавна май лаптăк чиккине вырăна тухса палăртмалла. Çĕрпе усă куракан кашни çын чикке улăштарма пултарать. Ку ĕç-хĕле пурнăçлама ятарлă организацисем, геодезистсем, кадастр инженерĕсем пулăшаççĕ.
Паллах, Е.Родионова та строительство пуçариччен лаптăкăн пĕчĕк пайне хăй çине куçарттарма пултарнă. Халĕ вара çĕре урăх çынна сутнăран унăн çак ирĕк çухалнă. Çавна май ял тăрăхĕн администрацийĕн тавăçне суд тивĕçтернĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, çав лаптăк çинчи çурт-йĕре суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ хыççăн 15 кунра пăсмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.