- Чăвашла верси
- Русская версия
Халăхпа пулас тесе туннеле юрлама тухаççĕ
Урам юрăçисем ĕлĕкех пулнă, халĕ те вĕсенчен никам та тĕлĕнмест. Хĕл кунĕнче сивĕрен хăрамасăр урамра юрлакансене Шупашкарта та куркалатпăр. Иртен пуçласа каçчен уçă сывлăшра тăнăскерсен укçи-тенки каçхи апатлану валли çитет-ши? Мĕншĕн вĕсем сцена çинче мар, туннельте юрлаççĕ? Камсем вĕсем: кĕлмĕçсем е авалхи професси çыннисем? Çаксене тĕпчеме хулари тĕрлĕ вырăна çитсе килтĕм.
Укçашăн мар
«МТВ центр» çывăхĕнчи çĕр айĕн çÿремелли каçăра пĕр йĕкĕте тăтăшах курма пулать. Иртен-çÿрен чарăнса тăрсах гитара каласа илемлĕ юрă шăрантараканскерĕн пурнăçĕпе кăсăкланать. Юрă саккас паракансем те пур: ытларах Виктор Цой е Владимир Высоцкий репертуарĕнчисене шăрантарма ыйтаççĕ. Эпĕ те унпа калаçу пуçартăм. Данил тăватă çултанпа тăлăх ÿсни, ашшĕ-амăшне пачах астуманнине каларĕ. Вăл Пăрачкаври ача çуртĕнче çитĕннĕ. Кун пирки аса илсен каччă салхулланчĕ. «Çынсем кирек мĕн шухăшлаччăр, эпĕ кунта укçашăн ыйткаласа тăмастăп тата никамшăн та ĕçлеместĕп. 5 çулта чухне — фортепьяно, 7-ренпе гитара калатăп. Мана никам та вĕрентмен, музыка шкулне те çÿремен. Ÿссен интернет урлă хăнăхрăм», — чунне уçрĕ Данил.
Каччă Шупашкарти машиностроени техникумĕнче вĕренет. Пушă вăхăт тупăнсанах туннеле тухать. Хăй каланă тăрăх, килте унăн музыка инструменчĕ нумай. Кунта пухăннă укçа-тенкĕ çумне хушса электрогитара, флейта туянас ĕмĕтпе пурăнать. Тахçан вăл вăрăм çÿçпе çÿренĕ, çивĕчĕ чĕркуççирен те иртнĕ, çак кунсенче ăна кастарнă. «Халăх пĕтĕмĕшле йĕркеллех йышăнать мана. Кинемейсем çеç ăнланмаççĕ, мăкăртатса, вăрçса иртсе каяççĕ. «Çакăнта пăнтăртаттарса тăриччен кайса ĕçлесчĕ. Намăс та мар-и? Мĕншĕн çав тери кахал паянхи çамрăксем?» — кунашкал сăмахсене пĕрре мар илтрĕм. Вĕсем манăн пурнăç пирки нимĕн те пĕлмеççĕ-çке. Эпĕ пĕчĕкренех чĕрепе чирлĕ, сывлăх çирĕпех мар, çавăнпах салтака та юрăхлă пулаймарăм. «Ĕç тĕлĕшпе те уçăмлах мар. Манăн хальлĕхе нимĕнле специальноç та çук, кама кирлĕ çын эпĕ? Ĕлĕкхи пурнăç мар паян, кирек хăш вăхăтра станок умне кайса тăма çук. Ĕç тупма хĕн», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Данил. Пĕррехинче пĕр арçын чарăнса тăрсах ăна сăн, видео ÿкерме тытăннă — куншăн та çав тери кăмăлсăрланнине пĕлтерчĕ каччă. «Гитара каланине курман-и? Эпĕ пĕр-пĕр Африка чĕр чунĕ мар-çке. Хамран ыйтмасăр мана ăçта вырнаçтарасшăнччĕ-ши? Çакăншăн уголовлă ĕç пуçарма пултарассине те тавçăрмаççĕ-и?» — терĕ вăл. Шупашкарти çĕр айĕн каçса çÿремелли мĕн пур туннельте юрласа курнă Данил.
Чăваш Енре каччăн пĕр тăван та çук. Аппăшĕ — Испанире, пиччĕшĕ Сочире пурăнаççĕ. Май çитнĕ таран Данила иккĕшĕ те пулăшаççĕ. «Тăлăхсене пурăнмалли çурт- йĕрпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн, пĕлтĕр хваттер панă ăна. Юлташĕпе пĕрле вăл ултă пÿлĕмли, пĕчĕк «метражкăлли», илнĕ. Укçа-тенкĕрен тăванĕсем пулăшнă ахăртнех.
Туннельте Данилпа калаçса тăнă хушăра шăнса кÿтрĕм. Бетон урай-стенаран сивĕ çапрĕ, çитменнине, сывлăш нÿрĕ. Урамра, хĕвел çинче, чылай ăшăрах. Чĕрепе чирлĕскере кунта тăни пушшех сиенлĕ-çке. «Шăнмастăп, куртка айĕнчен тăватă кофта тăхăннă эпĕ», — палăртрĕ каччă. Чей ĕçсе ăшăнма кашни 2-3 сехетрен çывăхри суту-илÿ çуртне кĕркелет.
Çын кĕсйинчи укçа-тенке шутламаççĕ те пĕр кунта мĕн чухлĕ нухрат пуçтарăннине ыйтма аван мар пулчĕ. Чи кирли — эрех ĕçмест, пирус туртмасть, пысăк сцена пирки ĕмĕтленет. Урамра юрласа тăнишĕн питне хĕретмест вăл: усал ĕç туни мар-çке.
Данилпа пĕр çĕртех тепĕр çамрăк арçын тăратчĕ. Вăл та гитара калать, юрлать. Шупашкара урăх хуларан килнĕскер ятне каламарĕ. Ĕçе кайман кунсенче çеç гитара йăтса урама тухать вăл. Икĕ уйăхра ăна чылай çын паллакан пулса çитнĕ, ятарласа итлеме килекен те тупăннă. Нумай пулмасть пĕр çамрăк хĕрарăм пынă: «Ывăлăма гитара калама вĕрентĕр-ха, тархасшăн, эпĕ сире тÿлетĕп», — тесе пулăшу ыйтнă. Паллах, мусăкçă килĕшнĕ. Хăйĕн ачине те музыка шкулне илсе çÿретет вăл. Хĕлĕхлĕ мĕн пур инструмент калама пĕлнине те пытармарĕ. «Кунта ĕçлесе илнĕ укçапа каçхине киле таксипе çитейместĕн. Çапах та «кĕмĕлшĕн» мар, чуншăн юрлатăп», — терĕ вăл. «Сана укçа па-ратăп» тенĕрен-ши каччă хăйĕн çинчен каласа кăтартрĕ. Тен, хăй çапла уçă чунлă? Хамăн сăмаха тытса ăна вак укçана парса хăвартăм.
Купăсçă чирленĕ
Тĕп пасара кĕнĕ тĕлте ялан пĕр купăсçă тăратчĕ. Илемлĕ кĕвĕ калатчĕ, чăваш тата вырăс халăх юррисем шăрантаратчĕ вăл. Юлашки вăхăтра унта ларма, çавăн пекех вăл вырăнта суту-илÿ тума чарнă-мĕн. Çавăнпа купăсçă автовокзал çывăхĕнчи туннеле куçнă пулас, нумай пулмасть ăна унта курнăччĕ. Анчах хальхинче çулланнă çав арçынна тытма май килмерĕ. Вокзал çывăхĕнчи таксистсем ăна лайăх пĕлеççĕ, сивĕ çĕрте ĕçленĕрен купăсçă шăнса пăсăлнă пулас терĕç. Унпа пĕлтĕр çуркунне калаçма тÿр килнĕччĕ. Малалла вулас...
Комментировать