- Чăвашла верси
- Русская версия
Çăкăр тарпа пиçет
Ял-йышра ăна халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Чăннипех пархатарлă та мухтавлă ята тивĕçлĕ Алексей Никитин. Вăл 1930 çулта Турхан Упринче /халĕ Пайсупин/ çуралса ÿснĕ.
Хамран аслăрах çынна Алюшкă пичче теттĕм. Пĕр-пĕринчен инçех мар пурăнаттăмăр. Ĕлĕкрех урамра вĕсен çурчĕ кăна кирпĕчренччĕ. Аслăраххисем ăна хисеплесе ашшĕ ячĕпе чĕнетчĕç, алă тытса пуç таятчĕç. Çав тери ăслă-тăнлă, мал ĕмĕтлĕ çынччĕ вăл.
Йывăççине кура çимĕçĕ тенĕ. Алексей ашшĕ Никита Семенов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Çемьере виçĕ ача çурма тăлăха юлнă. Хаяр вăрçă пуçланнă çул Алексей Никитин Упири шкулта улттăмĕш класра вĕреннĕ. Амăшĕпе юнашар тăрса çурлапа тырă вырнă чухне: «Çăкăр тарпа пиçет», — тесе калани яланлăхах асра юлнă.
Кун-çулне ялпа, çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă вăл. Красноармейскинчи машинăпа трактор станцийĕ çумĕнче уçнă механизаторсен курсĕнчен вĕренсе тухнăскере «Байсубино» колхозра ăшшăн йышăннă.
— Ывăлĕ ашшĕ пек ĕçчен, ăна шанма юрать. Йăх-несĕл ятне çĕре ÿкермĕ, — хавхалантарнă ăна хуçалăхра. Хăйне техникăна, çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхне алла илме пулăшнă Афанасий Ильин механизатора яланах ырăпа аса илетчĕ вăл.
«Байсубино» колхозăн усă куракан çĕр лаптăкĕ 970 гектар ытла пулнă. Алексей Никитич «ДТ-75», «ДТ-54» тракторсемпе уй-хире сухаланă-акнă. Кĕркунне «сарă тинĕсре» «хир карапĕпе» тырă вырнă. Хăй ăсталăхĕпе, пĕлĕвĕпе çамрăксене те паллаштарнă. Чыслă профессие алла илме пулăшнă.
— Алă хура та çăкăрĕ шурă, — тетчĕ Алексей Никитич.
Пархатарлă та сумлă ĕçшĕн Алексей Никитина «Ĕçре палăрнăшăн» тата ытти медальпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Хĕлле те, çулла та ун валли ĕç тупăнсах тăнă: выльăх-чĕрлĕх фермисенчен тислĕк турттарнă, строительство материалĕсене кÿрсе килнĕ, çула юртан тасатнă тата ытти те. Ăçта вăйлă техника пулăшăвĕ кирлĕ — унта васканă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан ялти машинăпа трактор паркне хуралларĕ. Яла тирпей-илем кĕртессипе те самай тăрăшрĕ. Шел, ултă теçетке çултан иртсен пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.
— Мăшăр кăвакарчăн пек пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнтăмăр. Сивĕ сăмах каланине илтмен эпĕ. Паян та пĕрле юнашар лармаллаччĕ те… — ассăн сывларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Вăл та сакăр теçетке çултан та иртрĕ ĕнтĕ. Çапах маттур-ха, иртнине ăшшăн аса илет кинемей.
Нина Никитинăн /унччен Сергеева. — Авт./ ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Вăрнар районĕнчи Çĕньял Явăшра иртнĕ. Ашшĕ фронта тухса кайнă вăхăтра Петр, Нина, Зина пĕчĕк ачасем кăна пулнă. Чи кĕçĕнни сăпкара выртнă.
— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче аттене, Сергей Николаевич Асмалова, фронта илсе кайрĕç. Апай ăна инçе çула ăсатнă чухне выртса макăрчĕ. Эпир пĕчĕк пулнă май унăн хуйхи-суйхине, кулянăвне чĕре çывăхне илмен, — терĕ Нина Никитина.
Кил хуçи вара икĕ уйăхранах вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă. Юлашки çырăвĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Курăк çултăмăр уйăха яхăн… Халь вăрçа кĕрсе каятпăр…» Унпа пĕрлех тăшмана хирĕç çапăçнă Вăрнар районĕнчи Сăкăт çынни кайран Сергей Асмалов пирки çапла аса илнĕ: «Пĕр тытăçура снаряд ванчăкĕ унăн ÿт-пĕвне çурмалла вакларĕ…»
Клавди кинемей упăшкин тĕревĕпе юратăвне сисмесĕрех ватăлчĕ. Турри кÿрентермерĕ ăна, 80 çула кăшт пурăнса çитеймерĕ.
Чĕрине юрату çулăмĕ хыпса илнĕ тапхăра та манаймасть Нина Никитина. Ăна пулас мăшăрĕпе тантăшĕ паллаштарнă иккен. Çулĕ çывăх мар пулин те Алексей Никитин /кинемей мăшăрне Улюшкă тесе чĕнет/ илемлĕ те ĕçчен пике патне Çĕньял Явăша час-часах мотоциклпа кĕрлеттерсе çитнĕ. Малалла вулас...
Комментировать