- Чăвашла верси
- Русская версия
Куçа çамрăкран упра
<...> Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕ сисчĕвлентерет: пĕрремĕш класрипе танлаштарсан вун пĕрмĕш класа çитнĕ тĕле ачасен сывлăх тăрăмĕ вăтамран 4 хут чакать. Пуринчен ытла çул çитменнисен йышĕнче çакнашкал чир-чĕр сарăлать: вар-хырăм, нерв-психика тытăмĕсем хавшаççĕ, аллерги чирĕсем аптăратаççĕ, куç вăйĕ чакать. Юлашкинчен асăннă амакпа, сăмахран, асăннă ÿсĕмри ачасен 30 проценчĕ шар курать.
Миопи /куç инçетрине япăх курни/, чăннипех те, XXI ĕмĕрте анлă сарăлнă диагноз пулса тăчĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕ хальхи вăхăтра çитĕнекен ача-пăчапа çамрăк карас телефонпа, компьютер-планшетпа, телевизор умĕнче вăхăта чылай ирттернипе, уçă сывлăшра сахал пулнипе çыхăннă. Лару-тăру япăхлансах пыни куç кĕрет. Раççей статистикипе паллашсан çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет: шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 10 процентне кăна сывă тесе палăртма май пур, 90 проценчĕн аталанăвĕнче вара мĕнле те пулин кăлтăк тупăнатех.
Лару-тăрăва шута илсе Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерстви 2014 çултах «Шкул медицини» проект пуçарнăччĕ. Пархатарлă утăмăн витĕмне шанса кăçал, 2018 çулта, ун картинче çĕнĕ проект хута кайрĕ: республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче куç сиплемелли пунктсем уçма тытăнчĕç. Пуçласа «Сывă куç» проекта 2016 çулта Шупашкарти Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи 6 шкулта тĕрĕслесе пăхнă. Малтанах ятарлă оборудовани вырнаçтарнă пÿлĕмре ачасене скрининг-диагностика витĕр кăларнă. Çакăн хыççăн япăх куракансене, куç тĕрлĕ чирĕпе аптракансене /ун пеккисем тĕрĕслев витĕр тухнисенчен çуррине яхăнах пулнă/ шкултах — медицина пÿлĕмне вырнаçтарнă тĕрлĕ аппаратпа — сипленĕ.
Республикăри офтальмологи клиника больницин тĕп тухтăрĕ Дмитрий Арсютов çирĕплетнĕ тăрăх, «Сывă куç» проекта хута ярасси ачасен куç чирĕсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртас, сиплеве вăхăтра тытăнас тĕллевпе çыхăннă. Офтальмолог каланине ĕненес тĕк, ятарлă аппаратсен витĕмĕпе ачасен куç вăйне 20 процент таран çивĕчлетме май пур.
«Сывă куç» проект çитес вăхăтрах вĕрентÿ 28 учрежденийĕнче хута кайĕ. <...> Акă Шупашкарти 47-мĕш шкула пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче çакнашкал тĕллевпе Республикăри офтальмологи клиника больницин терапевчĕ Наталья Егорова çитнĕ. <...>
Тен, патшалăх органĕсен, тĕрлĕ учрежденин пуçаруллă утăмĕсем сыхлăх культурин шайне те çĕклеме хистĕç? Ачасемпе уçă сывлăшра выляса кĕлеткене пиçĕхтермешкĕн вăхăт тупмаллах ашшĕ-амăшĕн. Тулли верси...
Комментировать