Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр…

7 Мар, 2018

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.
Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр.
Ăна тăван ыр кăмăлтан юрлатăр, —
Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.
Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç масарĕнче çакăн пек йĕркесем çырнă палăклă вил тăпри пур. Ял халăхĕ çеç мар, чăваш та, вырăс та, тутар та ку «Тайăр» поэмăри йĕркесем иккенне те, вĕсен авторĕ поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Митта Ваçлейĕ пулнине те лайăх пĕлет.

Чăвашсен те сăвăçсем пур…

Сăвăç 1908 çулхи пушăн 5-мĕшĕнче Аслă Арапуçĕнчи чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ те, амăшĕ те хут пĕлмен чăвашсем пулнă.
«Ÿснĕ чух мана пуринчен ытла пысăк пичче Илле хавхалантарса вĕрентетчĕ. Вăл 1918 çултанпах коммунист пулнă, нумай тар-шур чăтса ирттернĕ: империализм тата граждан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Пысăк пичче 1941 çулта фронтра пуçне хунă.
1922 çул пуçламăшĕнче, хам вун тăватта çитсен, эпĕ комсомол ретне кĕтĕм.
Илемлĕ литературăна мĕн ачаран юратнă темелле, пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех ăна чĕререн кăмăллаттăм. Пушкинпа Гоголь кĕнекисене каçса кайса вулаттăм, юратнă сăвăсене пăхмасăр калама вĕренеттĕм. Чухласса сахал чухланă-ха ĕнтĕ, çапах та пичетри сăмаха хисеплесси «селифанла» пулман курăнать çав. Пĕррехинче çапла, хам пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне-ха вăл, вырăсла сăмахсене чăвашлисемпе пăтраштаркаласа тенĕ пек, пĕтĕм кăмăлтан çĕкленсе те антăхса «Капитан хĕрĕ» произведенире мĕн çинчен çырнине каласа панине ас тăватăп, майра учительницăна эп каласа пани пит килĕшнĕччĕ.
Чăваш поэзийĕн ытарайми илемĕпе /«Арçури», «Нарспи» произведенисемпе/ паллашни пуçăмра хам вăя виçсе пăхма хĕтĕртекен шухăш хускатрĕ: ун пек кĕнекесене çынсемех çыраççĕ иккен, чăвашсен хăйсен те сăвăçсем пур…
Чăвашсен Чĕмпĕрти педагогика техникумне кĕнĕ вăхăтра, 1924 çулта, хам сăвăсемпе çырса тултарнă самай хулăн тетрадь пурччĕ манăн, каярахпа çав сăвăсенчен хăш-пĕри пичетленсе те тухрĕ», — çырнă Василий Егорович 1956 çулта.
«Кангин каланă тăрăх, эсĕ ман çинчен унпа калаçкаланă иккен, тата мана малашне те çырмашкăн ыр суннă пулас. Вăл сăмахсемшĕн, манăн таса ĕçе ыр суннăшăн, эпĕ сана питĕ хытă тав тума тивĕçлĕ. Чăнахах та, сăмах паратăп, эпĕ çав ĕçе, чăваш халăхне малалла ярас йĕркене, нихăçан та, хамăн ĕмĕр иртсе каймасăр та пăрахаса çук», — çырнă Митта Петĕр Хусанкай патне 1926 çулта.
Кайран та пĕр-пĕрин патне нумай çыру çÿретнĕ туссем.

Этап

Пĕр хушă Патăрьел районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ Митта. 1930 çулта учитель ĕçне куçнă, икĕ çул Çĕмĕрле районĕнче Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă. 1932 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, Чăваш АССР халăх комиссарĕсен канашĕ çумĕнчи ра-диохыпар комитетĕнче литературăпа драма кăларăмĕсен редакторĕ пулнă.
Çăмăл килмен поэт пурнăçĕ. Çын элекне пула ăна 1937 çулта сăлтавсăр арестлеççĕ те Шупашкар, Улатăр тĕрмисенче, вăрах вăхăт Горький облаçĕнче тытаççĕ.
Çак çулсене поэт мăшăрĕ Нонна Еремеева-Митта акă епле аса илнĕ: «Ваçлее 1937 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче тытса кайрĕç. Килессе çĕрле, вун иккĕсенче, килчĕç. Тÿрех «пăшал пури-и?» тесе ыйтрĕç. Вăл шăпах темĕскер çырса ларатчĕ: «Çук ман нимле пăшал та, ак çак калем — манăн пăшалăм!» Пĕтĕмпех ухтарчĕç, сапаларĕç, пăтратрĕç. Унăн мĕн пур кĕнекине, вырăсла, чăвашла хучĕсене илсе кайрĕç. Пирĕн ун чухне «Калевалăн» çав тери чаплă томĕ пурччĕ. Ваçлей тин çеç туяннăччĕ. «Калевалăна» та йăтса кайрĕç. Ун чухнех М.Горькин «Окуров городокне» куçарнин ал çырăвĕ те çухалчĕ. Ахăртнех, хăйсен килĕсенчи библиотекăсене пуянлатрĕç-тĕр. Эпĕ пĕр чарăнми: «Мĕн туса хутăн эс!» те «Мĕн туса хутăн эс» тетĕп. Вĕсем: «Хăй мĕн туса хунине вăл хăй те пĕлмест», — теççĕ сÿрĕккĕн. Ухтарнă чухне уйăрса илнĕ япаласене çыхма кантра тавраш ыйтрĕç. Кантри тупăнмарĕ. Вара эп вĕсене хура хăю сĕнтĕм. Малтанах килĕшмерĕç, анчах кайран çав хăюпа туртса çыхрĕç япаласене. Ун чухне темшĕн ытла та ăшăччĕ. Картишне тухрăмăр. Шыв юхать. Кÿлленчĕксем тăрăх Ваçлей кăçатăпах утса кайрĕ.
Пĕр-икĕ эрнерен «каçхи хăнасене» урамра тĕл пултăм. «Митта ăçта?» — тетĕп. Пĕр сăмах та чĕнмерĕç, нимĕн те пулса иртмен тейĕн. Пăрăнса утрĕç.
Кайран тин, кăрлаччĕ пулас, эп ăна çав- çав кун НКВДăн следстви тĕрмине куçарса пырассине пĕлтĕм. Эп çитнĕ çĕре унта çынсем — Краснов-Аслипе ытти палланă çынсен арăмĕсем – тăраççĕ. Вĕсем те кĕтеççĕ. Акă Ваçлее турттарса килчĕç. Вăл тухрĕ, анчах унпа юнашар — виç-тăватă милиционер. Хăй пĕрмай ман еннелле пăхать, унтан хушăран урине çĕклет те кăçатти тĕпне аллипе кăтартать. Çук, ăнланмарăм эп вăл мана мĕн каласшăн пулнине, кăçатти те вĕр çĕнниччĕ те. Кайран тин вăл хăйне этаппа ăсатни çинчен пĕлтерни пуçа пырса çапрĕ».

Çичĕ çултан

«Тин çеç ĕçрен ĕшенсе таврăнтăм, алăран кăранташ ÿкет, анчах май килнĕ чух тахçанах каламалли сăмахсене каламасăр хăварас мар тетĕп. Каçар, ку çырури сăмахсем сана кăмăллă пулас çук, мана та çавăн пекех вĕсем, — мĕн тăвас, пурнăçăмăр пирĕн çавнашкал пулчĕ.
…Манччăр, пĕтнĕ тесе шутлаччăр терĕм, çавăнпа сирĕн пата та, урăх çĕре те сас памасăр нумай çул пурăнтăм.
…Çичĕ çул… вĕсем маншăн пĕр усал хура кун пек, ниепле вăранаймасăр куран асаплă тĕлĕк пек. Çав вăхăтрах эпĕ сирĕнтен ĕнер çеç уйрăлса тухнă пек.
…Эпĕ айăплă — хам айăпсăрлăх çинчен çынна ĕнентерме пултарайманнишĕн, çавна пула çакă çичĕ çул хушшинче тăван чăваш халăхĕшĕн пĕр шăрпăк та усă кÿрейменнишĕн, сире çакăн пек телейсĕр тунишĕн...
…Таврăнатăп эп вăрă-хурах пек, ĕмĕрлĕхе чун канлĕхне çухатнă çын пек, çын çине тÿррĕн пăхма пултарайманскер, хастарлăха, хăюлăха çухатнăскер», — çапларах йĕркесем пур Митта Ваçлейĕ 1944 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче мăшăрĕ патне шăрçаланă çырура.

Таса пирĕшти пек

Чăваш поэчĕ лагерьти хăрушла йывăр пурнăçра та чун-чĕрине вараламаннине, хăйне яланах таса, чăн-чăн çын пек тытнине ĕнентерекен хаклăран та хаклă пĕр хут пур. Митта пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчекенсен аллине вăл 1987 çулта тин лекнĕ. СССР халăх учителĕ Михаил Алек-сеев çапла çырнă унта:
«Пĕтĕм пурнăçăм тăршшĕпе эпĕ Василий Митта чăваш писателĕн çут сăнарне асран ямасăр пурăнатăп. Унпа эп таса пирĕштипе тĕл пулнă пек, ман пурнăçăм турат вĕçĕнчех пулнă чух тĕл пултăм. Вăлах мана выçса вилесрен çăлса хăварчĕ.
…Эпĕ Василий пекех лагерьтеччĕ. Пĕррехинче йывăр ĕç хыççăн эпĕ лагерь столовăйне кайрăм. Каялла таврăннă чух пахча çимĕç управне кĕтĕм. Унта илемлĕ те ырă питлĕ тĕлĕнмелле кăмăллă çын ларать. Ку вăл чăваш çыравçи Василий Митта пулчĕ. Вăл манпа кăсăкланма пуçларĕ: ман шăпа, якут халăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Тепĕр кун эп каллех пахча çимĕç управне кĕтĕм. Ку хутĕнче вăл хăй те мана кĕтнĕ иккен, ман валли пĕçернĕ темиçе çĕр улми те хăварнă. Ытти кун-сенче те вăл мана мĕнпе те пулин сăйлама тăрăшатчĕ. Эпир вăл вăхăтра еплерех пурăннине шута илсен, ку вăл чăн-чăн çăлăнăçа, çыннăн питех те сайра тĕл пулакан ырă кăмăлне пĕлтернĕ»… Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.