- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă йывăçăн çимĕçĕ тутлă
Манăн сăмахăм Çĕрпÿ районĕнчи Çуткасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак ялтах ĕмĕрĕсене ирттернĕ хастар та пултаруллă мăшăр — Николай Кузьмич Кузьминпа Таисия Алексеевна Алексеева — çинчен пулĕ. Эпĕ кÿршĕре çуралса ÿснĕ май вĕсене питĕ лайăх пĕлетĕп. Шел те, паян иккĕшĕ те пирĕн хушăмăрта çук. Николай Кузьмич маларах вилчĕ. Таисия Алексеевна вара иртнĕ çул 90 çул тултарсан куçне хупрĕ.
Хăйсен пурнăçĕнче ырлăхне те курнă, тĕнче вăрçин нушине те чăтма тивнĕ вĕсен. Пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе, пурнăçăн тумхахлă çулне такăрлатса утнă, ялта ырă ят хăварнă.
Ваттисен сăмахне шута илсен кашни çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче кил-çурт çавăрмалла, йывăç лартса ÿстермелле, ача-пăча çуратса çитĕнтермелле. Таисия Алексеевнăпа Николай Кузьмич кил-çурт çавăрнă, йывăç лартнă. Вĕсен хунавĕсем Ват чул çырминче вăрман пек кашласа чуна савăнтараççĕ, çыран хĕрне çырма çурса каясран сыхлаççĕ. Ачисем, пĕр хĕрпе виçĕ ывăлĕ, хăйсем пекех сăпайлă, ĕçчен, пултаруллă. Вĕсене Çуткасси ялĕнче çеç мар, районта та, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Пĕринчен тепри маттур. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса туслă пурăнни савăнтарать. Çакă вăл пĕтĕмпех Таисия Алексеевна тивлечĕпе пулнăскер. Ара, ачасене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса пурнăç тути-масине вĕрентни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Арçын е хĕрарăм ĕçне ваттисем уйăрма хушман. «Ĕç алă çумне çыпăçмасть», — тесе вĕрентнĕ авалтан. Кинĕсене те хăйсен хĕрĕ пек юратнă, хисепленĕ.
Ачисем пурте мăшăрлă, ача-пăчаллă. Хăйсен юратнă ĕçĕсенче ят-сум тупнă. Сăмахран, иккĕмĕш ывăлĕ Владислав Çĕрпÿре кинологра ĕçленĕ май ăна палламан çын та çук пулĕ. Малалла вулас...
Комментировать