- Чăвашла верси
- Русская версия
Миршĕн тăрăшса
Милицире ĕçлесе 46 çултах тивĕçлĕ канăва тухрăм эпĕ. Икĕ уйăхран Шупашкарти ВОХР тытăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. 25 çынран тăракан ушкăнăн командирĕнче 5 çул тăрăшрăм. Командăра — 3-4 арçын, ыттисем — хĕрарăмсем. Унччен малтан хĕрарăмсемпе ĕçлеме çăмăлах маррине пĕлмен...
Сăмахăм ун çинчен мар-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче пирĕн çĕршывра «Мир фончĕсем» йĕркеленĕччĕ. Кашни районтах пурччĕ вĕсем. Вĕсен хастарĕсем халăха пухса лекцисем вулатчĕç, тĕнче тĕрлĕ кĕтесĕнче вăрçа пула шар куракансене пулăшма чĕнетчĕç. Çапла пĕррехинче пирĕн ушкăнпа та тĕл пулчĕ хайхи лекторсенчен пĕри.
Кун хыççăн пĕр уйăха яхăн вăхăт иртрĕ. Пĕр ирхине командăри пĕр арçын ман пÿлĕме кĕчĕ те сĕтел çине темĕнле хут кăларса хучĕ. Тав хучĕ иккен, ăна ĕçтешĕме Виктор Васильева «Мир фончĕ» панă. Арçын савăнăçне пытараймасть — çиçет кăна ман çине пăхса. Эпĕ те уншăн хĕпĕрте-нине палăртрăм: ара, ĕçтешĕм те тĕнчери вăрçăсене чарса лартас ĕçе хутшăнать вĕт! Ирхине стройри ĕçтешсен умĕнче Тав хутне вуларăм, чыса тивĕçнĕскере саламларăм, пурте хыттăн алă çупрĕç.
Икĕ эрне иртрĕ-и — Виктор каллех çитрĕ пÿлĕме. Хальхинче — салхуллă сăнпа. Завод общежитийĕнче вырăн памаççĕ-мĕн. Шупашкар çывăхĕнчи ялта пурăнатчĕ-ха вăл, ĕçе унтан çÿретчĕ. Амăшĕпе пурăнакан хусаха çывăх çынни килтен хăвалать иккен! Виктор 35 çултан иртнĕччĕ ĕнтĕ — тахçанах çемье çавăрма вăхăт çитнĕ. Вăл авланманни тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă: хусах хĕрсемпе калаçма вăтаннипе те, хăш-пĕри хăйне тиркенипе те. Завод общежитийĕнче вырăн уйăрттарма ансатах маррине пĕлсе Виктор амăшне хам пата чĕнтертĕм.
Çамрăках мар хĕрарăм ывăлĕпе пĕрле килсе çитрĕ. Виктор поста кайсан хайхискерпе чылайччен калаçса лартăмăр. Вăл хăйсен пурнăçĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.
Ĕмĕрех ялти колхозра ĕçленĕ çак хĕрарăмăн шăпи телейлех килсе тухман. Упăшки, Викторăн ашшĕ, ывăлĕ çиччĕре чухнех аварие лексе вилнĕ. Арçын ача çакăн хыççăн пусăрăннă. Шкулта лайăхах ĕлкĕрсе пыман, çывăх тус-юлташĕ пулман.
Амăшне ывăлне килтен хăвалама мĕнле сăлтав хĕтĕртни çинчен пĕлесшĕн пултăм.
— Нумаях пулмасть аякри хулара пурăнакан шăллăм хăйĕн патне хăнана чĕнчĕ. Чылай шухăшланă хыççăн килĕшрĕм. Ялта выльăх-чĕрлĕх усрамасăр епле-ха? Ĕне пирĕн те пур. Ăна сума кÿршĕри пĕччен пурăнакан хĕрарăма каласа хăвартăм. Хĕл пуçланас умĕн ĕç çав териех нумай мар — килĕшрĕ кÿршĕ.
Виçĕ эрне ытла пурăнтăм шăллăм патĕнче. Хăнаран таврăннă чухне Виктор килте çукчĕ. Хуçалăх çынни мар-и вара — тÿрех лупас айне çул тытрăм. Красотка курăнмасть. Икĕ сурăх чупкаласа çÿрет-ха... Кÿрше каçрăм — унта çăра çакăнса тăрать. Урамри çынсенчен çакна пĕлтĕм: эпĕ килтен кайсан 3-4 кунранах ура хуçса больницăна лекнĕ хĕрарăм. Ывăл ĕçрен таврăнасса куç пек кĕтрĕм. Тÿрех ĕне çинчен сăмах тапратрăм. Хуравне илтсен аптранипе тÿнсех каяттăм. Кÿршĕ урине амантсан Виктор ĕне сума хăтланса асапланса çитнĕ. Нумай шухăшласа тăман — выльăха Ишек пасарне кайса сутнă. 1300 тенкĕпе ăсатнă та 1000 тенкине «Мир фондне» кайса панă. Темĕнле хĕрарăм сирĕн пата килсе лекци вуланă, пулăшма ыйтнă тет-и? Вăт, ырă кăмăллă ывăлăм хăлхине чикнĕ те. Хайхи фондрисем ăна Тав хучĕ тыттарса янă — пичет лартсах, алă пуссах. Виктор ăна рамкăна лартса ашшĕн сăн ÿкерчĕкĕпе юнашар çакса хунă. «Ман укçапа Алжир çыннисене пулăшу кÿреççĕ», — тет ывăлăм хăпартланса. Çакнашкал хăтланнăшăн тарăхнипе темиçе кун киле кĕртмерĕм те эпĕ ăна, — каласа кăтартрĕ хĕрарăм. Малалла вулас...
Комментировать