- Чăвашла верси
- Русская версия
Телейлĕ хĕрарăм
Кăмăллă çынпа калаçсан чун уçăлать, унăн ырă енĕ сана куçнăнах туйăнать. Пуянкассинче пурăнакан Елена Семенова шăпах çавăн пек çын. Унăн сăмахĕсем чун эмелĕ пекех туйăнаççĕ, кăмăла уçаççĕ.
Елена Васильевна, çур ĕмĕр ытла пурнăç илемĕпе савăнса пурăнаканскер, ял ачисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, вĕсемпе пĕрле урамра вылянă, пахчара ĕçленĕ, колхоз ĕçне хутшăннă. Хĕр çулне çитсен тантăшĕсемпе пĕрле ташă каçĕсене тухнă. Турă çырни те систермесĕрех хапха умне килсе чарăннă. Елена кÿршĕ ял каччин Владимир Семеновăн мăшăрĕ пулса тăнă. Телейлĕ çемьере йыш хушăнса пынă. Вĕсем виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. <...>
– Ачасем савăнăç кăна кÿреççĕ пире, – кăмăлне уçать Елена Васильевна. – Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă вĕсене. <...>
Ялта пурăнакан хĕрарăм валли ĕç тупăнсах тăрать — ир пуçласа каçченех канăç çук. Çуллахи кунсенче пушшех ларса канаймăн: пахчара тăрăшсах çу иртсе каять. Елена Васильевнăшăн та çаплах. Тивĕçлĕ канăва тухиччен килти ĕçсене пурнăçланисĕр пуçне шкула васкамалла пулнă. Кунта тирпейлÿçĕре 30 çул ытла вăй хунă вăл, маларах — фермăра, ача садĕнче.
– Хушăран хама вĕрентекен пекех туяттăм, – шÿтлет Е.Семенова. – Вĕрентекенсем ăс параççĕ, эпир вара вĕренекенсене тирпее вĕрентетпĕр. Шкулти кашни ачана пĕлсе-хăнăхса çитетпĕр. <...>
– Эпĕ – телейлĕ хĕрарăм, — тет Е.Семенова. – Çумра — юратнă мăшăр, куçăм тулли ачамсемпе мăнуксем. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра?
Чăнахах та çапла. Килте килĕшÿпе юрату хуçалансан пурнăç та ăнса пырать. Тикĕссĕн шăвакан кун-çул хăех — телей. Тулли верси...
Комментировать