Чăваш чĕлхи янăрарĕ Тюменьте

2 Мар, 2018

Нарăс уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциаци йĕркеленипе чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă Чăваш чĕлхи кунĕсем иртрĕç.
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров тата унăн çумĕ Юлия Анисимова Тюмень тăрăхĕнчи йăхташăмăрсемпе пĕрле Чăваш чĕлхи кунĕсене ирттерме хутшăнчĕç. Хăнасем чи малтанах «Канаш ялĕн историйĕпе йăли-йĕрки» шкул музейĕпе паллашнă хыççăн Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă курава уçрĕç. Конгресс хастарĕсем «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕн копине, Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçат-журнала тата Н.В.Никольский ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă кĕнекесене парнелерĕç.
Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче мероприятисем Тюмень хулинче иртрĕç. Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров гуманитари вĕренĕвĕн тата пултарулăх аталанăвĕн «Этнос» центрне çитрĕç. Кунта вĕсене Александр Градусов директор центр ĕçĕ-хĕлĕпе, кружоксене çÿрекен ачасем ăсталанă ал ĕç япалисемпе, илемшĕн тунă хатĕр-хĕтĕрпе, çуллă сăрăпа ÿкернĕ картинăсемпе паллаштарчĕ. Кĕçех пĕлÿ çуртне ачасене тĕрлĕ чĕлхе, юрă-ташă вĕрентекенсем, ал ăстисем пухăнчĕç.
Юлия Анисимова «Кала-ха» ÿкерчĕклĕ кĕнекепе усă курса ăсталăх урокĕ ирттерчĕ. Ĕçтешсем чăвашла пĕлмеççĕ пулин те, чăвашла сывлăх сунма, паллашма, ятсене калама, сыв пуллашма, хускану туса «эпĕ чăвашла лайăх е кăштах пĕлетĕп, е пĕлместĕп» теме хăнăхрĕç. Вăйă-урока «Тăван» ассоциаци ертÿçи Ираида Маслова тата Александр Градусов хавхалансах хутшăнчĕç.
Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунĕсем Тюмень чăвашĕсен «Тăван» пĕрлешĕвĕн центрне куçрĕç. Уява килнисем кунта чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул тата Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Юлия Анисимова Тюмень хулинчи 65-мĕш, 94-мĕш, 83-мĕш гимнази шкулĕсенче вĕренекен тата ача садне çÿрекен ушкăнпа ăсталăх урокĕ ирттерчĕ. Юлия Елисеевна вĕренекенсене сăмахпа каланине итлеме тата ăнланма хăнăхтарчĕ, атте, анне, пичче, аппа, шăллăм, йăмăк, ытти тăванлăх ячĕсене каламашкăн вĕрентме ÿкерчĕксемпе, алă тата пит-куç вылятăвĕпе усă курчĕ. Ольга Антонова ал ăсти тăхтав хыççăн ачасене шпагатран чăваш пуканине çыхма вĕрентрĕ. Кунта та ачасем ĕçе хавасланса хутшăнчĕç. Ачасем юрра-ташша ăста пулни концертра аван палăрчĕ. Тюменьте пурăнакан Сергей Антоновпа Кира Антонова юрăсене чăвашла илемлĕ шăрантарчĕç. Вĕсем çуллахи каникулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче кукамăшĕ патĕнче пурăннăран чăвашла аван калаçаççĕ.
Ирина СЕРГЕЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.