Курав: вăрлăха çуллен çĕнетмелле

1 Мар, 2018

Чăваш Енре çĕр улмине халалласа пĕр çул сиктермесĕр кăçалхипе вуннăмĕш хут регионсен хушшинчи отрасль куравне ирттерни республика «иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе çĕршывра малти вырăнсенчен пĕрне йышăннине, пирĕнтен вĕренмелли пуррине çирĕплетет. Паян Шупашкарти «Николаевский» суту-илÿ комплексне 32 регионпа Беларуç Республикинчен 90 компани представителĕсем пухăнчĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин курава уçнă май йăлана кĕнĕ мероприяти пысăк хисеп çĕнсе илнине, республикăн ырă ячĕ çĕр улми çитĕнтерессипе тĕнче таранах сарăлнине /2009 çулта пĕрремĕш курава темиçе çĕршыв таранах хутшăннăччĕ/ çирĕплетрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Сергей Павлов, Пĕтĕм Раççейри А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн наука, пĕлÿ программисене, стандартсемпе сертификацисене аталантарас енĕпе ĕçлекен советникĕ Борис Анисимов, РФ Ял хуçалăх министерствин ÿсен-тăран, механизаци, химизаци тата ÿсен-тăрана хÿтĕлекен департаментăн вăрлăх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн заместителĕ Николай Данилкин савăнăçлă уяв ячĕпе саламласа çĕр улми чăнласах «иккĕмĕш çăкăр» пулса тăнине, вăл нихăçан та йăлăхтарманнине каларĕç. 

Мускав хăнисем суту-илĕве кăларма патшалăх стандартне тивĕçтерекен сортсем çеç çитĕнтерме сĕнчĕç. «Магнит», «Пятерочка», ытти сетьри магазинсем сутма йышăннă чухне питĕ тиркеççĕ. Çавăнпа вăрлăха çуллен çĕнетмелле. Пысăк пахалăх шантараканнисене кăна лартмалла. Элитăпа пĕрремĕш репродукциллин гектар тухăçĕ те, продукци калăпăшĕ те пысăк.

Курава çын лăках пырса тулнă. Уява хутшăннисем йăлтах çак культурăран хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса пăхрĕç, ял хуçалăх техникипе паллашрĕç. «Çĕр улми тĕнчи» пултарулăх конкурсне хутшăннă шкул ачисен ĕçĕсенчен тем пысăкăш стенд хатĕрленĕ. Суту-илÿ комплексĕн картишĕнче сивве пăхмасăрах хуçалăхсем хăйсем кÿрсе килнĕ паха сортлă вăрлăха хула халăхне сутрĕç.

ФОТОРЕПОРТАЖ

 

Теги: 

Комментировать