Кашнийĕнех хÿтĕленме пĕлмелле

1 Мар, 2018

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ — Граждан оборонин Пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Ăна 1990 çулта çирĕплетнĕ. Çапах унăн историйĕ чылай маларах çырăнма пуçланă.

Çак куна халалласа Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор брифинг ирттерчĕ. Вăл граждан оборони тĕнчере еплерех аталанса пынин историйĕпе паллаштарчĕ, унăн тĕп тĕллевĕсем пирки каласа кăтартрĕ. «Граждан оборонин кунĕ кашни çулах тĕрлĕ лозунгпа иртет. Кăçалхи лозунг — «Граждан оборонин тата наци структурисен тĕллевĕ — катастрофăсемпе кĕрешес ĕçĕн тухăçлăхне ÿстересси», — терĕ Станислав Юрьевич.

Генерал-майор республикăра пурăнакансен граждан оборонипе çыхăннă пĕлĕвне ÿстерес тесе лекцисемпе вĕренÿсем, ытти мероприяти йĕркеленине, халăха ас тумалăх çырнисене /памятка/ валеçсе панине пĕлтерчĕ. «Çынсен синкерлĕ лару-тăрура мĕн тумаллине пĕлмелле, чи малтан хăйсене хÿтĕлеме пултармалла», — палăртрĕ тĕп управлени пуçлăхĕ.

Паянах Станислав Антонов граждан оборонин тытăмĕнче чылай вăхăт ĕçленĕ ветерана, отставкăри полковника Евгений Южалина 80 çулхи юбилей ячĕпе саламларĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать