- Чăвашла верси
- Русская версия
Акăлчан каччи чăвашлăхшăн тăрăшать
«Салам!» — йăл кулчĕ мана курсан алăк умĕнче тăракан Францис. Акăлчан каччи чăвашла сывлăх сунни пачах кĕтменлĕх пулмарĕ. Унпа тĕл пулма калаçса татăлас тесе темиçе кун маларах интернетри соцсетьре çыхăннă чухне вăл чăвашла хуравланине, сăмахсене чăваш шрифчĕпе çырнине курсан питĕ тĕлĕнтĕм. Иртнĕ канмалли кунсенче тĕп хулари Наци библиотекинче вăл хăйĕн проекчĕпе — сасăсен синтезаторĕпе — паллаштарнă. Ятарлă программăра текста чăвашла çыратăн та вăл мĕнле вуланнине итлеме пултаратăн. Мускаври «Аслă экономика шкулĕ» наци университетĕнче преподавательте тăрăшаканскер чăвашлăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă.
Сасăсен синтезаторне хатĕрлет
Францис Таерз Раççейре 5 уйăх çеç-ха. Унччен маларах Турцире, Норвегире, Исландире, Люксембургра пурăннă. Испанири Аликанте хулинчи пĕр университетра аспирантурăра вĕреннĕ вăл. «Мĕншĕн çак çĕршыва суйларăн? Англире чи паха пĕлÿпе тивĕçтереççĕ вĕт», — терĕм. Çамрăк кунпа килĕшмерĕ. Тăван çĕршывĕнче аслă шкулсен рейтингĕ пур-мĕн: лайăххисене, начартараххисене палăртаççĕ. Испание вĕренме кайма ăна пĕр конференцире Аликанте хулинчи университетри профессорпа паллашни хистенĕ. Вăл та, Францис пекех, сахал йышлă халăх чĕлхисемпе кăсăкланнă. Каччă пĕлтĕр Турцири Стамбул хулинче 9 уйăх пурăннă, Норвегири пĕр университетпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. Раççее мĕнле лекнĕ-ха вăл? Францис хăш çĕршыва куçассине тĕплĕ шухăшланă. Пирĕн патра ăна лайăх ĕç вырăнĕ пурри илĕртнĕ. Акăлчан, испан, каталон, вырăс, француз, норвеги, турккă, баск, чăваш чĕлхисене вĕреннĕ Францис лингвист тата программист специальноçĕсене алла илнĕ. Халĕ Мускавра студентсем валли акăлчанла лекцисем вулать. Аякри Англире çуралса ÿснĕ Франциса Раççейре пурăнма, çанталăка хăнăхмашкăн йывăр пулман.
Ултă çул каялла каччă паллă социолингвистпа, чăвашлăхшăн нумай тăрăшнă Эктор Алос-и-Фонтпа, Каталонирен Шупашкара куçса килнĕскерпе, интернетра çырăннă. Вăл Франциса Чăваш Енĕн тĕп хулине килсе курма сĕннĕ. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ акăлчан каччин чăвашлăха юратасси. Пирĕн тĕп хула пĕчĕк, шавлă мар, çынсем ырă пулнипе кăмăлне кайнă. Мускава куçса килсен каччă Оксана Антонова йĕркеленĕ чăваш чĕлхин курсне çырăннă. Унта иккĕмĕш уйăх, эрнере пĕрре, çÿрет вăл. Курса ытти халăх çыннисем те — яппун, каталон, тутар çамрăкĕсем — çырăннă. Франциса чăваш чĕлхине вĕренме йывăр пулман. Вăл тĕрĕк халăхĕсен грамматикине нумай тĕпченĕ. Хăй каланă тăрăх, вĕсенчен чылайăшĕнче сăмахсен йĕрки пĕр пек. Вулама кăмăллаканскер Шупашкара килсен пушă алăпа каяс темен: «Кала-ха» пособипе «Пĕчĕк çеç принц» кĕнекене туяннă.
Сасăсен синтезаторне хатĕрлес енĕпе 3 уйăх каялла ĕçлеме тытăннă вăл. Кашни кун 2-3 сехет компьютер умĕнче ларнă. Ку ĕçе чăваш çамрăкĕсене те хутшăнтарасшăн: «Аслă шкулсенче программиста вĕренекен нумай. Мĕншĕн вĕсем чăвашлăхпа интересленмеççĕ? Вĕсем ку енĕпе ĕçлесен эпĕ пулăшма хатĕр», — тет вăл. Франциса чăвашсем тăван чĕлхепе калаçманни те пăшăрхантарчĕ. «Ахăртнех, вĕсем чĕлхе модăра мар тесе шухăшлаççĕ. Пачах урăхла, кашни чĕлхе — модăра!» — пĕлтерчĕ каччă. Вăл юлашки çырав тăрăх Шупашкарти чăваш çемйисенче ачасен 3% çеç тăван чĕлхепе калаçнине пĕлнипе шалтах тĕлĕнтерчĕ. Телефонра чăваш сарăмĕ /приложени/ те пур унăн. «Пур чăваш та интернетра тăван чĕлхепе «калаçсан» епле аван!» — терĕ Телеграма «чăвашлатма» тытăннăскер. Вăл урăх сарăмсене те пирĕн чĕлхене куçарасшăн.
Шупашкара татах килесшĕн
Францис Англири Соар çинчи Нормантон ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пысăках мар вăл, 500-е яхăн çын пурăнать. Унта çак çĕршыври чылай ялти пекех чиркÿ, шкул, хупах пур. Яшăн ашшĕ — архитектор, амăшĕ университетра истори енĕпе тĕпчевсем ирттерет. Францисăн йăмăкĕ Германири пĕр лабораторире биолог пулса тăрăшать. Каччăн çывăх çыннисем ют тăрăхра пурăнакан ачисемшĕн питĕ тунсăхлаççĕ пулсан та ывăл-хĕрĕ суйланă çула пÿлмеççĕ. Чи кирли — ĕç хавхаланупа савăнăç кÿтĕр теççĕ. Малалла вулас...
Комментировать