Вилĕме куçран пăхни вĕри кăмăла пытарма вĕрентнĕ

1 Мар, 2018

Çут çанталăк кÿрентермен ăна — илемлĕ те уçă сасă панă. Чăвашпа Кавказ халăхĕсен юнĕсем пĕрлешсен çеç çапла илемлĕ ачасем çуралма пултараççĕ ахăртнех. Паллашăр: пирĕн тĕпелте — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шулю ялĕнче кун çути курнă Эдуард КОМИССАРОВ. Унăн репертуарĕнче — 20 яхăн юрă.

Тусĕсем тăрăхланипе ĕмĕчĕ сÿннĕ

Сана ачаранах пĕлетĕп. Историпе обществознани вĕрентекенĕ Тамара Иванова Хĕрлĕ Чутайри 1-мĕш гимназие тĕл пулăва чĕннĕччĕ. Санпа паллаштарнă май: «Ку вĕренекенĕн пуласлăхĕ çутă», — тесе ырларĕ. Унтанпа 15 çул хыçра…

— Тамара Федоровна пирĕн класс ертÿçиччĕ. Вăл маншăн çывăх тус çеç мар, анне вырăнĕнчеччĕ те. Ытти шкул ачисенчен мана уйрăм тимлетчĕ, кун-çулăн чылай вăрттăнлăхне уçса паратчĕ, йăнăш утăм тăвасран сыхлатчĕ, тĕрĕс пурăнма вĕрентетчĕ. Манпа çитĕннĕ çын вырăнне хурса калаçатчĕ. Тен, ку хутшăну эпĕ тăлăх пулнипе çыхăннă. Ăна хисепленипех истори предметне килĕштерсе вĕрентĕм. Маншăн чĕре ăшшине шеллеместчĕ, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннăшăн ырлатчĕ вăл. Чупса шкул çеç мар, район чысне те республика шайĕнче пĕрре мар хÿтĕлерĕм. Физкультура учителĕ Людмила Михуткина, Европа чемпионкин ятне тивĕçнĕскер, ăсталăхăма ÿстерессипе чылай тăрăшрĕ.

Тен, çак енпе аталаннă пулсан Олимп чемпионĕ пулăттăн? «Чунăмçăм», «Юрату-парне» CD тата DVD-дисксен авторне спортпа тачăрах туслашса тĕнчипе чапа тухма мĕн чăрмантарнă-ши?

— Эпĕ ача чухне театрта выляма ĕмĕтленнĕ. Спортпа туслашасси вара шкулти пĕр ăмăртура çĕнтернипе çыхăннă. Людмила Михуткина хавхалантарнипе çеç спортпа кăсăкланма пуçларăм. Юрра пурнăçа кĕртни — уйрăм истори. Паллă юрăç тата кĕвĕ хайлакан Зоя Спиридонова — манăн ен-теш, кÿршĕ Акчикассинчен. Шкулта пĕрле вĕренекен Регина Чишкина ун патне юрлама вĕренмешкĕн çÿретчĕ. Регинăна унпа ман пирки калаçса пăхма ыйтрăм. Зоя Спиридонова хирĕçлеменнине кура эпĕ те юрă тĕнчине кĕтĕм. Анчах туссем: «О-о-о! Комиссаров юрлама пуçланă», — пÿрнепе тĕллесе тăрăхлама пуçларĕç. Вăтаннипе ĕмĕтĕм пăчланчĕ. Эпĕ шкулта аван вĕреннĕ. Аттестатра лайăх паллăсемччĕ, анчах аслă пĕлÿ илес тесен кĕсьере укçа чăнкăртатмалла. Мĕн тăвас? Çара каяс! Салтак тумĕ каччăн кĕлеткине илем кÿрет çав. Икĕ çул Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланăшăн халĕ те мăнаçланатăп. Юрăç пулас ĕмĕт путланмарĕ, чунрах упранчĕ. Пысăк сцена çине тухасси ăнсăртран пулчĕ. Лавккара диск туяннăччĕ. Хуплашки çинче юрăсем çыракан студин телефон номерĕ пурччĕ. Тытрăм та шăнкăравларăм. Валерий Галланцев оператор хăйсем патне пыма сĕнчĕ. Унта кĕвĕ хайлакан Эдуард Табаевпа паллашрăм. Сасса тĕрĕсленĕ хыççăн юрăсем çырса пама килĕшрĕ. Ун хыççăн Вероника Арисова ертсе пыракан «Сингл» студие çул тытрăм. Сасă лартас енĕпе çине тăрса ĕçлеме тытăнтăм. Эпĕ музыка пĕлĕвне алла илнĕ вăхăтра Эдуард Табаев ман вал-ли «Хĕрсем, хĕрсем» юрă хайларĕ. Юрă хыççăн юрă… Хавхаланса ĕçленĕ чухне вăхăт иртни те сисĕнмест. Часах студи йĕркеленĕ концерта хутшăнтăм. Эдуард Табаевпа çывăх туслашрăм. Хăй йĕркелекен концертсене чĕнме пуçларĕ, тусĕсемпе паллаштарчĕ. «Аталан» ушкăн солисчĕ пулса тăтăм.

«Чăваш хĕрĕ» юрă хыççăн яту халăхра анлă сарăлчĕ.

— Светлана Вутăшпипе пĕрле юрлама каллех çывăх тусăм пулăшрĕ. Сăввипе кĕввине хайларĕ. Ку юрă халăхра сарăласса ĕмĕтленме те пултарайман. Каярах Алена Алексеева юрăçпа «Юрату-парне» дуэт çыртăм. Итлекен ăна та хапăлласах йышăнчĕ.

Эсĕ салтак атти тăхăнса Çурçĕр Кавказах çитнĕ. Çав çулсенче унта лару-тăру ай-яй хăрушăччĕ.

— Алла повестка тытсан апай /кукамай/ кулянсах ÿкрĕ. Мана хĕсмете ярасшăн марччĕ вăл. Пирĕн йăхри арçынсем пурте çар витĕр тухнă. Вĕсенчен юлас мар терĕм. Десантниксен ретне тăтăм. Дагестана лекрĕм. Унта снайпер пулма вĕрентрĕç. 8 уйăхран Ставрополь крайĕнчи Буденновск хулине ячĕç. Çулталăкран çул Кабарда-Балкар Республикине выртрĕ. Унтан — Кăнтăр Осетири Цхинвала. 2008 çулта Грузи Кăнтăр Осетие тапăнчĕ. Хăрушă тытăçу пулса иртрĕ. Ротăри туссенчен хăшĕ-пĕри килне таврăнаймарĕ — ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Паян вĕсем вĕреннĕ шкулсене çак паттăрсен ятне параççĕ. Службăра тăнă туссене çухатма мĕн тери йывăррине пĕлесчĕ сирĕн! Пĕр чăнлăха ăнлантăм: пурнăçран хакли нимĕн те çук. Вăрçă хаярлăхне хам куçпа куртăм. Унăн саккунĕ питĕ хăрушă: е сана вĕлереççĕ, е эсĕ… Мана ун чухне те çÿлти хăват, те апай кĕлли вилĕмрен упраса хăварчĕ.

Виçĕ уйăх каялла çеç эсĕ Чечняран таврăнтăн. Унта укçа ĕçлесе илес тĕллевпе кайнине пытармастăн.

— Унта контрактпа ятарласа кайрăм. Чечняра минăсем тупса тĕп тăвас ĕçе хутшăнтăм. Паян унта, малтанхипе танлаштарсан, пачах урăхла лару-тăру. Грозный хулине паллама çук. Таса та илемлĕ, халăхĕ тарават та ырă кăмăллă. Тен, эпĕ Кавказ çынни сăнлă пулнăран вырăнти çынсем манпа питĕ аван хутшăнчĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.