Cиплĕ е сиенлĕ?

Юлашки вăхăтра сĕт пахалăхĕ час-часах калаçтарать. Чĕр тавар туса илекенсене сутлăх сĕт хакĕ тивĕçтермест пулсан, туянакансене — унăн пахалăхĕ. Ăна кура вара хакĕ те. Çитменнине, кун пек тавар сиенлĕ кăна.

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск  облаçĕнчи управленийĕн инспекторĕсем 2017 çулта илнĕ 112 пробăран 30-шĕн пахалăхĕ тивĕçтермен. Сĕт юр-варĕн 13,4 проценчĕ суя пулни çиеле тухнă.

Юлашки çулсенче пробăсенче пыршăлăх бактерийĕсем /мезофильные аэробные и факультативные анаэробные микроорганизмы/ нормăран та иртнĕ тĕслĕх сахал мар. Пĕлтĕр ăна 14 пробăра тупса палăртнă.  Пыршăлăх бактерийĕсем ытлашши пулни вар-хырăмшăн сиенлĕ. Пĕчĕк ачасем, хавшак сывлăхлă çынсем, аслăрах çултисем кун пек çимĕçпе чирлеме пултараççĕ.

Элĕк районĕнчи сĕт туянакан пĕр пĕрлешĕве тĕрĕсленĕ хыççăн 7 пробăра юрăхсăр çимĕç тупнă. Кунта Етĕрне, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски районĕсенчен пуçтарнă чĕр тавара йышăнаççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕрлешÿ 5 усламçăран сиплĕ çимĕç туяннă. Анчах пĕрин кăна тавар хăрушсăрлăхне çирĕплетекен документсем пулнă. Ыттисене тĕпченĕ хыççăн çÿлерех асăннă микроорганизмсем ытлашшипех пулни палăрнă. Пĕр пайтаçăн харăсах 3 машинăри сĕчĕ те пахалăхсăрри çиеле тухнă.

Елчĕк районĕнче те лару-тăру çивĕч. Тирпейлекен пĕр предприятие сĕт илсе килекенсенчен 7 проба илнĕ. Çав шутран 6-шĕ усă курма юрăхсăр-мĕн. Специалистсем каланă тăрăх, пыршăлăх бактерийĕсем виçерен пысăкрах пулнин сăлтавĕ ĕне сумалли хатĕре япăх çунипе е фермăсенче ветеринарипе санитари йĕркисене пăхăнманнипе çыхăнма пултарнă. Улатăр районĕнчи пĕр хуçалăхăн сĕчĕ те шанчăксăррине лабораторире çирĕплетнĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.