Паттăра асăнса тата хисеплесе

27 Фев, 2018

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче Совет Союзĕн Геройне П.Кузнецова асăнса спартакиада иртнĕ.
Ăмăртăва уçма хĕрĕ Альбина Мышкина, мăнукĕ Павел, «Звезда» ЯХПК председателĕ Александр Торговцев, шкул директорĕ Наталия Кузнецова, ыттисем хутшăннă. Анат Туçари пуçламăш шкул вĕренекенĕсем концертпа савăнтарнă. Унтан ăмăртусем пуçланнă.

Волейбол вăййинче çамрăксемпе ветерансен командисем тупăшнă. Кубока çамрăксем çĕнсе илнĕ. Шашка турнирĕнче Юрий Баранов çĕнтернĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсен хушшинче дартс ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Артем Плешков мала тухнă. Пистолетран перессипе Максим Беззубова çитекенни пулман. Вăтам классен хушшинче дартсра та, пистолетран перессипе те Кирилл Казаков чи лайăх результат кăтартнă. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысланă.

Ял вулавăшĕнче ĕçлекенсем мероприяти тĕлне кĕнекесен куçса çÿрекен куравне йĕркеленĕ, патриотизм темине çутатакан буклетсем хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.