- Чăвашла верси
- Русская версия
Алексей Бибуков: «Кĕнекене алăра тытни мĕне тăрать»
Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчи 9-11-мĕш клас-сенчи 20 çамрăк учреждени ертÿçипе Татьяна Казаковăпа пĕрле нарăсăн 21-мĕшĕнче инçе çула тухрĕç. Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем Мускавра Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулĕç. Çак чыса вĕсем тĕрлĕ мероприяти-ăмăртура малти вырăнсене çĕнсе илсе тивĕçнĕ. Çĕршывăн тĕп хулине каякан пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм йышĕнче — вĕренÿ отличникĕ, ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал илсе тăракан Алексей Бибуков.
Портфолио ахаль мар пуян
— Ку шкула эпĕ 5-мĕш класра килтĕм. Çар çынни пулас ĕмĕт пуçламăш классенче ăс пухнă вăхăтра çуралчĕ. Аннене кадет шкулĕнче вĕренес килни çинчен каласан вăл ырларĕ кăна. Çак ĕмĕт мана кашни çул, кашни кун çунатлантарать, — хăйĕнпе паллаштарчĕ сарлака хул-çурăмлă, хитре сăн-питлĕ, сăпайлă каччă. Алексейăн портфолио ахаль мар пуян. Вăл вĕренÿре маттур пулнисĕр пуçне тĕрлĕ мероприятире малта. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Пермьри кадет корпусĕнче иртнĕ ll Спартакиадăра каччă тĕрлĕ тапхăрта ăмăртса палăрнă.
— Пирĕн сочинени çырмаллаччĕ. Виçĕ тема сĕнчĕç. Эпĕ патриотизм темипе çырса пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çакăн чухнех тепĕр ăмăртура пневматика винтовкинчен персе 3-мĕш вырăнлă пултăм, — çитĕнĕвĕсем çинчен аса илчĕ Алексей. Вăл çамрăксен хушшинчи тĕрлĕ ăмăртăва хут-шăнма тăрăшать. Хул-çурăма çирĕплетме тĕрлĕ спорт секцине çÿрет. Ирсерен чупать. Кадет корпусĕсен слечĕсенче Воронежра, Пермьре, Мускавра, Чулхулара пулнă вăл. Тутар, Пушкăрт, Крым, Удмурт республикисенчи кадетсемпе ăмăртнă.
— Пĕлтĕр Чулхулари Спартакиадăра чăн-чăн пăшалран персе куртăм. Инçетри хуласене çитнĕ май чи малтанах пĕрремĕш хут метрора пулни, пуйăса ларни асра юлчĕ. Парашютпа 4 хут сиксе хама çар çынни валли тĕрĕслерĕм. Ку та пурнăçăмра пысăк вырăн йышăнать. Пермьре пулни куç умĕнчех. Кашни кун йĕрки мероприятисемпе тулнăччĕ. Чăтăмлăха, тÿсĕмлĕхе те туптарăмăр. Воронежра пулнă май çĕннине нумай пĕлтĕм, тавра курăма анлăлатрăм. Хула историпе паллашма кăсăклă пулчĕ, — каласа кăтартрĕ çар çынни пулма ĕмĕтленекен кадет.
Апат та пĕçерет, «5» те илет
Алексей Бибуковăн амăшĕ Ольга Васильевна ача садĕнче вăй хурать. Хĕрĕпе ывăлне тĕрĕс воспитани пама тăрăшать вăл. Мăшăрĕнчен çамрăклах тăлăха юлнăскере çăмăл мар паллах.
— Алексей кун йĕркине 6 сехетре пуçлать. Тăрсанах гимнастика тăвать, унтан ирхи чупăва тухать. Сăмах май, унăн чупас енĕпе аслисен 2-мĕш разрячĕ. Ирхи апатлану вăхăтĕнче куна епле ирттермеллине палăртатпăр. Шкула кайса курăнса килмелле кăна мар, кашни куна усăллă ирттермелле, çĕннине илмелле, мĕнпе те пулин палăрмалла тесе вĕрентетĕп. Эпĕ ĕçрен таврăннă вăхăта ывăлăм час- часах тутлă апат янтăласа хурать. Ашшĕ-амăшĕн пухăвне кайсан вара таврăннă çĕре ялан икерчĕ пĕçерет. Вăл пушă вăхăтăн кашни минутне усăллă ирттерме тăрăшать. Интернетра та нумай лармасть. Ытларах уроксене хатĕрленет. «4» паллă илсен — уншăн трагеди. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне çак палла илсен вĕрентекенĕпе тавлашни те пулнă тесе каласа кăтартатчĕç. Пурпĕрех «5» илетĕп тенĕ-мĕн. Алексей хутшăнакан ăмăртусенчен, олимпиадăсенчен вырăн йышăнмасăр таврăннине ас тумастăп та, — сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ Ольга Васильевнăпа. Чăнах та мухтанмалла амăшĕн ывăлĕпе.
Каччă футбола килĕштерет. Вăл вылякан команда иртнĕ кунсенче хулара ытти 4 команда хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă. Кунта Алексейăн тÿпи те пур. Çемьепе каçсерен каннă вăхăтра та вĕсем телекуравпа ытларах спорт, политика каналĕсене пăхаççĕ. Ун хыççăн Алексей каллех каçхи чупăва тухать…
«Президента ал парасчĕ»
Ума çирĕп тĕллев лартнăскер Питĕрти Çар академине вĕренме кĕмешкĕн çар комиссариатне ыйту çырнă та ĕнтĕ. Малта патшалăх экзаменĕсем. Вĕсене Алексей ăнăçлă тытасси пĕрре те иккĕлентермест. Класра вăл командир. Юлташĕсемшĕн, кĕçĕннисемшĕн те тĕслĕх. Малалла вулас...
Комментировать