Ашшĕ ывăлне тĕслĕх кăтартрĕ

22 Фев, 2018

«Çĕнтерÿ çулĕ çакăнтан пуçланать», «Çирĕп сывлăхлă пулас тесен ача садне çÿре»... «Спартак» физкультурăпа сывлăх комплексĕн залĕнчи чĕнÿ сăмахĕсем кирек кама та çĕнтерме хавхалантарĕç. Çакăнта ĕнер «Чи лайăх ашшĕ» спорт фестивальне 400-е яхăн çын хутшăнчĕ.

«Эпир спорт уявне пысăк йышпа пуçтарăнтăмăр. Çакнашкал мероприятисенче ашшĕ ывăлне тĕслĕх кăтартни нимрен пĕлтерĕшлĕ. Фестиваль сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшать», — терĕ респу-бликăри Хĕрарăмсен союзĕн Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи Елена Сахарова. Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Мурыгин çакăнти арçынсен йышĕ çĕршыв хăватне кăтартнине палăртрĕ.

Кăçал çемьере иккĕмĕш е ун хыççăнхи ывăл ача çуралнисене федерацин Амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç. Тĕслĕхрен, Порфирьевсен Илья çут тĕнчене килнĕ. Васильевсен çемйине Лев ятлă «çĕнĕ кайăк» вĕçсе кĕнĕ. Александровсем пĕчĕк Кирила та уява илсе пынăччĕ. Амăшĕн ал-линче лăпкă çывăракан тĕпренчĕксем те — çĕршыв пулас хÿтĕлевçисем.
Фестивале хулари пур ача сачĕ те хутшăнчĕ. Ашшĕсем футболла, волейболла, теннисла вылярĕç. Çавнашкалах кире пуканĕ йăтса, йĕп персе /дартс/... вăй виçрĕç.
Ачасем валли ăсталăх класĕсем йĕркелени вырăнлă пулчĕ. «Тен, шăпах çакăнта ывăлăм спортăн пĕр-пĕр тĕсне суйласа илĕ? Эпĕ яланах унпа пĕрле пулма тăрăшăп», — тет Алексей Березнев. Глеб çаврашкасене тĕл пенĕшĕн аллине çÿле çĕклесех савăнать. Уншăн йĕри-тавра никам та çук тейĕн. «Ку вăйă килте те кирлĕ. Вăл тĕл перессине кăна мар, йăрăлăха та аталантарать», — ăнлантарать 27-мĕш ача сачĕн физкультура инструкторĕ Екатерина Романова.
Ачасем чушкăлла, хоккейла, шашкăлла, шахмăтла чылайччен вылярĕç. Боулинг лапамĕ нумайăшне илĕртрĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.