- Чăвашла верси
- Русская версия
Савăнăçпа хуйхă юнашар
Тури Тăрмăш ялĕнче 1840 çулта çуралнă Тарас Васильевич Кудрявцев, чылай чăваш хресченĕ пек, тирпейлĕ те тĕреклĕ хуçалăх тытнă, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Лаша та 3-4 таранчченех пулнă. Пус çумне пус хушса пурлăх пухнă, ывăл-хĕрне хăй пек пулма вĕрентнĕ.
Йăх тымарĕ тарăн
Аслă ачи Андрей çитĕнсе çитсен Аслă Чемен ялне хăтана кайнă. Авалхи чăваш йăли-йĕркипе Çимĕк уявĕнче чаплă туй туса пĕрлешнĕ. Ывăлĕ ашшĕ-амăшĕн пилне çĕре ÿкермен, пысăк та тĕреклĕ хуçалăх йĕркеленĕ, выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă.
Çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Аслă ывăлне аслашшĕ пек Василий ят хунă. Ун хыççăнхисем: Ольга, Анна, Михаил, Евгения, Степан, Константин, Павел, Агафия тата Мария.
Андрей Тарасович патшалăх валли хĕлĕн-çăвĕн вăрман каснă. Хăйĕн лашисемпе турттарса кăларнă, çуллахи вăхăтра йывăç тымарĕсене кăкласа хуçалăха юрăхлă çĕр хатĕрленĕ. Çавăнпа кунта Энтри ĕшни те пулнă. Ачисене вĕрентсе пысăк çул çине кăларма тăрăшнă вăл. Кил тĕрĕшри тата вăрман ĕçĕсем Улькапа Анюк çине тиеннĕ. Вĕсемшĕн лаша кÿлсе вăрмана кайса килесси йывăр пулман. Хĕрсем 4 çул вĕренмелли шкула ăнăçлах вĕçленĕ.
Кинпе кĕрÿрен пуян
Çитĕнсе çитнĕ хĕрсене таврари ял-
сенчи каччăсем куç хывнă, çине-çинех
хăтана килнĕ. 1937 çул тĕлне Андрей-
па Февронин 20 мăнук пулнă. Уявсенче
кил-çурт вĕлле хурчĕ пек сĕрленĕ. Ан-
чах пысăк хуйхă вĕсен пурнăçне тĕпре-
нех аркатнă. Андрей Тарасовича 1937
çул пуçламăшĕнче «халăх тăшманĕ»
тесе арестленĕ. Çакна илтнĕ хыççăн
Хусанти ывăлĕ Василий яла çитнĕ. Хăй-
пе пĕрле вăл Правительство йышăнăв-
не илсе килнĕ. Унта хăй вăйĕпе пурлăх
пуçтарма пултарнисене арестлемелле
мар тенĕ. Çавна май кил хуçине хăтар-
нă. Нумаях та вăхăт иртмест, Василий
Андреевича хăйне арестленĕ. Ку хыпа-
ра илтнĕ хыççăн мăшăрĕ урамрах ÿксе
вилнĕ. Ăна ăçта пытарнине паянхи кунч-
чен те никам та пĕлмест.
Андрей Тарасовича тепĕр хут тытса
кайнă. Ытти ывăл-хĕрне те йĕрлеме ты-
тăннă. Михаил Андреевича та арестле-
се Йĕпреçе илсе кайнă. Кунта ăна суд
тунă. Документсене пăхса тухнă хыççăн
Кудрявцева: «Санăн аçу — кулак, халăх
тăшманĕ. Пиччÿ те халăх тăшманĕ. Хă-
тăл эсĕ вĕсенчен, коммунист пек, вара
пурнăçна тивмĕпĕр», — тенĕ. Михаил
вĕсене çапла хуравланă: «Эпĕ сăмахпа
хирĕçлесен те чĕрене çак ĕçе тума ху-
шаймастăп. Мĕншĕн тесен Андрей Та-
расович — ман тăван атте, Василий Ан-
дреевич — тăван пичче». Приговор кĕтнĕ
вăхăтра пĕр лейтенант Михаила: «Ен-
чен те эсĕ аçупа тетÿне йышăнман пул-
сан сана паянах персе вĕлереттĕмĕр.
Халĕ килне кайса парти билетне райком-
ра ил», — тенĕ. Михаил Андреевич райко-
мăн уполномоченнăйĕ пулса тĕрлĕ ялта
колхозсем йĕркелеме пулăшнă. Тутар-
ла, чăвашла, ирçелле, вырăсла ирĕклĕн
калаçнă. Çавăнпах ĕнтĕ Тутар Тимешĕ-
нче колхоз йĕркеленĕ хыççăн председа-
тельте вăй хунă.
Салтакра капитан званине çитичче-
нех ÿснĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ар-
каннă хуçалăхсене ура çине тăратма чун-
не парса ĕçленĕ.
Кил хуçалăхне çĕнетсе тирпейлеме
вăй çитернĕ, кивĕ çурчĕ çумне пилĕк сте-
наллă, балконлă, хăтлă çурт лартнă. Ан-
чах пĕр тĕттĕм каçхине ăна чĕртсе çун-
тарнă.
Кудрявцевсен ытти ачин пурнăçĕ те
тикĕс килмен. Акă Хусанта авиаци инсти-
тутĕнче вĕренекен Константина арест-
леме общежитие пынă. Çакна сиссе юл-
ташĕсем ăна тарма пулăшнă.
Вăрçă суранĕ
Константин Андреевичшăн йывăр
кунсем пуçланнă, ăна йĕрлеме тытăн-
нă. Çавна май вăл вăрттăнрах вырăн-
та, Шăхачри урапасем тăвакан артель-
те, ĕçленĕ. Каярахпа Ишлĕри шкулта
математика вĕрентнĕ. 1939-1942 çул-
сенче Аслă Чементи пуçламăш шкул-
та учительте ĕçленĕ. 1942 çулта хăй
ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Констан-
тин Кудрявцев авиаци чаçĕнче вăрçă
пĕтичченех тăшмана хирĕç çапăçнă.
Паттăрлăх кăтартнăшăн тĕрлĕ наградă-
на тивĕçнĕ. Пĕр çапăçура куçне снаряд
ванчăкĕ лекнĕ. Малалла вулас...
Комментировать