Хăвăртлăха чакарас марччĕ

15 Мая, 2014

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне республикăри вун пĕр районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Кăтартусем кунсерен мар, сехетсерен улшăнаççĕ. Çавăнпа та паянхи кун тĕлне тата темиçе район палăртнă тĕллеве пурнăçласси никама та иккĕлентермест.

Кăçал çуркунне иртерех килнĕшĕн савăнмалла çеç. Ака вăхăчĕ пĕлтĕрхинчен самаях малта пырать. 2013 çулта çак тапхăр тĕлне çурхи культурăсене 74% акнăччĕ, кăçал - 95,9%, çĕр улми - 17,6%, халĕ - 40,9%. Выльăх апачĕлĕх куккуруспа та кăтарту аван: республикипе - 1110 гектар, пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 480. Шел те, мăйракаллă шултра выльăх рационне пуянлатакан культурăна хальлĕхе 8 район çеç туса илесси паллă.

2013 çулхи çак вăхăтра республикипе талăкра вăтамран 12 пин ытла гектар тырă акнă, уйрăм кунсенче 17 пинрен те иртнĕ. Юлашки вăхăтра хăвăртлăх чакни сисĕнет. Çакă, ахăртнех, техникăн пĕр пайĕ çĕр улми пуссине куçнипе çыхăннă ĕнтĕ. Унсăр пуçне чылай хуçалăх пахча çимĕç, сахăр кăшманĕ, горчица, ытти культура та çитĕнтерме тĕллев тытнă.

Çуртрисем шăтса тухнă лаптăксенче çум курăк тата хурт-кăпшанкă самантлăха та тĕлĕрмеççĕ. Çичĕ районта çум курăка пĕтерме гербицит сапаççĕ. Сăтăрçăсемпе хальлĕхе Шупашкар районĕнчи уй-хир ĕçченĕсем çеç кĕрешеççĕ. Çамрăк калчана сыхласа хăварас ĕçе ыттисем те тăхтаса тăмасăр хутшăнасса шанас килет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.