«Чăваш осоавиахимĕ» авиазвено паттăрлăхĕ
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи иккĕмĕш çул кĕрлет. Пур фронтра та хĕрÿ çапăçу пырать. Çав кунсенче Совет Союзĕнче, вăл шутра - Чăваш Енре те, СССР оборона фондне тăвас юхăм пуçланнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Ишлей районĕнчи «Осоавиахим» подразделенийĕн хастарĕсем Т.Богомолова, А.Башмакова, Н.Варламова, З.Кирьянова, Э.Кикас, З.Митрофанова, П.Павлова, А.Сергеева «Чăваш осоавиахимĕ» ячĕллĕ самолетсен звенине тума укçа-тенкĕ хывма пуçару тунă, республикăра пурăнакансене ырă çак пулăма анлăн хутшăнма чĕнсе каланă. Ăна «Чăваш коммуни» тата ытти хаçат пичетлесе кăларнă. Патриотсен юхăмне районти «Колхозник хаçачĕн» ĕçченĕ Зинаида Митрофанова /вăл «Чăваш коммунин» хастар корреспонденчĕ те пулнă/ йĕркелесе ертсе пынă, хăй 500 тенкĕ хывнă.
Ишлейсен пуçарăвĕ республикăри ĕç коллективĕсенче анлă çул тупнă. «Чăваш коммуни» пĕлтернĕ тăрăх, икĕ уйăхра икĕ миллион та ик çĕр хĕрĕх пин тенкĕ ытла оборона фондне хывнă.
1942 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Чăваш коммунипе» «Красная Чувашия» хаçатсенче çĕр-шывăн авиапредприятийĕсенчен пĕринче «Чăваш осоавиахимĕ» ятпа самолетсен звенине туса пĕтерни çинчен информаци пичетленĕ. Чăваш Республикин делегацийĕ Н. хулинче çар самолечĕсене экипажсене пани çинчен хыпарланă. Звено командирĕ пулма Совет Союзĕн Геройне Борис Трифонова çирĕплетнĕ. Авиазвенона пирĕн ентешсене те кĕртнĕ: Федор Афанасьевпа Егор Андреев - Çĕрпÿ районĕнчен, Петр Павлов - Элĕк районĕнчи Мăн Тукташран.
Çар самолечĕсене йышăнни çинчен Чăваш АССР ертÿçисене çырупа хыпарласа 72-мĕш разведавиаполк командованийĕ çапла çырнă: «Сирĕн укçа-тенкĕпе тунă самолетсем çирĕп алăра. Шантаратпăр: нимĕç оккупанчĕсене çапса аркатма вăй-хала та, пурнăçа та шеллемĕпĕр».
«Чăваш осоавиахимĕ» парнеленĕ вĕçев хатĕрĕсем бомбардировщиксем пулнă. Вĕсенче сывлăшран разведка тума аппаратура вырнаçтарнă. Самолетсене Çурçĕр-Хĕвел анăç фронтри 6-мĕш авиаци ушкăнне илсе çитернĕ. Летчиксем хăйсене шанса панă «Пе-2» самолетсемпе сывлăшран тăшман техникипе чĕрĕ вăйĕ ăçта вырнаçнине пĕлес тĕллевпе разведка тунă. Звено командирĕ Борис Трифонов капитан хăй ырă тĕслĕх пулнă: Совет Союзĕн Геройĕ ятне Финн вăрçинче /1939-1940/ тивĕçнĕскер, вăл «Чăваш осоавиахимĕ» самолетпа тăшман тылне 176 хут разведкăна кайнă. Тăшман самолечĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулма пĕрре кăна мар тивнĕ ăна, кашнинчех çĕнтерÿпе вĕçленнĕ сывлăшри çапăçу. Пĕррехинче разведкăран таврăннă чухне «Чăваш осоавиахимĕ» самолета икĕ енчен тăшманăн икĕ самолечĕ хупăрланă. Б.Трифонов çухалса кайман: пĕр «Хейнкельне» пулеметран персе вут хыптарнă, тепри вара, çул çинче куçса пыракан хăйсен çарĕ çинех бомба тăкса, çапăçуран пăрăннă.
Б.Трифоновпа пĕрле разведкăра Федор Афанасьев ентеш те тăтăшах пулнă. Штаб валли тăшман çарĕн тылри вырăнĕ, унăн çар техники пирки кирлĕ информаци чылай пухнă вăл. Командовани хушнисене вăхăтра та туллин пурнăçланăшăн, тытăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
«Чăваш осоавиахимĕ» самолета йышăннă хыççăн Ф.Афанасьев разведка вĕçевĕнче кашни кун тенĕ пекех пулнă. Кашни хутĕнчех борт дневникне кĕскен çапла çырса хунă: «Задание пурнăçланă». Командовани унăн паттăрлăхне тивĕçлипе хакланă.
1943 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче нимĕçсен 16-мĕш çарĕн малти линине разведкăна кайсан «Чăваш осоавиахимĕ» самолет хамăр аэродрома таврăнман. Çакăн пирки 72-мĕш разведполкăн журналĕнче çапла çырнă: «Самолет экипажĕ Старшов летчик, Афанасьев штурман, Шиндмес стрелок-радист заданирен таврăнман. Вĕсен шăпи паллă мар».
Тепĕр уйăхран кăна уçăмланать: самолета тăшманăн икĕ истребителĕ тапăнса вут тивертнĕ, вăл сывлăшрах çунса кайнă. Экипажран никам та çăлăнайман.
6-мĕш авиаци командующийĕн приказĕпе Федор Афанасьевич Афанасьев капитана вилнĕ хыççăн Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕпе наградăланă.
Б.Трифонов ушкăнĕнче çар заданийĕсене пурнăçлама тепĕр ентешĕн Петр Павловăн та хутшăнма тÿр килнĕ. Стрелок-радист пĕрре кăна мар хăюлăхпа палăрнă. 1943 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Чăваш осоавиахимĕ» самолет тăшман аэродромĕсем çине разведка вĕçевне тухнă. Ку хутĕнче ăнăçлă пулман: Воль-Марино районĕнче тăшман самолета вут хыптарнă, вăл Антипово районĕнче ÿкнĕ. Совет Союзĕн Геройĕ Погорелов летчик вилнĕ. Штурман йывăр аманнă. Стрелок-радиста контузи пулнă. Çапла вара «Чăваш осоавиахимĕ» звенори тепĕр самолет /борт номерĕ 3/ пĕтнĕ.
Петр Павлов ентеш контузи хыççăн хăвăрт юсаннă, каллех строя тăнă, стрелок-радист ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланă. «Чăваш осоавиахимĕ» самолетпа 1942 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи пуш уйăхĕччен разведкăра çĕр хут ытла пулнă. Вăл чылай медальпе ордена тивĕçнĕ. 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче çар ертÿлĕхĕ хушнине пурнăçланă чухне вилнĕ.
«Чăваш осоавиахимĕ» звенори самолетсене техника тĕлĕшĕнчен юсанă, вĕçеве хатĕрленĕ çĕрте электрооборудовани механикĕ Егор Андреев /Çĕрпÿ районĕнчи Елюй ялĕнчен/ пысăк ăсталăхпа палăрнă, çар наградисене тивĕçнĕ.
«Чăваш осоавиахимĕ» самолетсен экипажĕ Чăваш Республикин ертÿçисене панă сăмаха çирĕп тытнă: Аслă çĕнтерÿре вĕсен тÿпи пысăк.
Шупашкар районĕ
Комментировать