Хăват чакса пырать-ши?

20 Фев, 2018

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Шăпах çак куна суйласа илесси мĕнпе çыхăннă-ха? 1952 çулта Пакистан полицийĕ бенгал чĕлхине хĕвел тухăç Пакистанра (1971 çултанпа Бангладеш) патшалăх чĕлхи туса хурас тĕлĕшпе халăха ура çине тăратнă темиçе студента персе вĕлернĕ.

Атăла та картать

ЮНЕСКОн 1999 çулхи чÿк уйăхĕнчи Генеральнăй конференцийĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ пирки йышăну кăларнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Тĕллевĕ — чĕлхе тата культурăн нумай енлĕхне сыхласа хăварасси.

Тĕнчере хальхи вăхăтра ултă пине яхăн чĕлхе. Кашниех вăл е ку халăх культурине, ăс-хакăлпа пурлăх еткерлĕхĕн аталанăвне палăртать. Чĕлхе пирки вырăссен паллă писателĕ Лев Толстой: «Чĕлхе — наци чунĕ. Чĕлхе — шухăшăн, туйăмăн, тĕллевĕн чĕрĕ юнĕ», — тенĕ. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай шăрçаланă йĕркесем çапла янăраççĕ: «Чĕлхем! Санпала тĕнче уççи тытатăп, шухăшлама вĕрентрĕн эс мана». Пирĕн мăн-мăн асаттесемпе асаннесем «Чĕлхеллĕ çын Чĕмпĕрте те вилмен» е «Чĕлхе Атăла та картать» тенĕ сăнарлăн.
Кашни сăмах —
ылтăн пĕрчи
Тăван чĕлхе халăх ĕмĕрĕсенчен килекен паха опытне йышăннă. Вăл тăхăмсен ăрăвĕсемпе пин- пин çул вăй илсе аталаннă. Унти кашни сăмах — таса ылтăн пĕрчи.
ЮНЕСКО тĕпчевĕсем чуна çÿçентереççĕ. Çĕр çинчи 6 пине яхăн чĕлхерен çурри пĕтес хăруш-лăхра. Чĕлхесен 96 проценчĕпе тĕнчери халăхăн 4 проценчĕ кăна калаçать. Çулленех вун-вун чĕлхе çут тĕнчерен çухалать. Ăсчахсем палăртнă тăрăх — вăл е ку чĕлхе ан пĕттĕр тесен унпа 100 пин çынран кая мар калаçмалла. Хальхи вăхăтра çĕнĕ технологисем вăй илни сахал йышлă халăхсемшĕн тата пысăк чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Интернетра çук чĕлхе хальхи пурнăçшăн вилĕ шутланать. Унти хыпарлавăн 81 проценчĕ акăлчанла. Ун хыççăн, чылай кая юлса, нимĕç тата яппун чĕлхисем /2-шер процент/, француз, испан, скандинавсен чĕлхисем /1-шер процент/ пыраççĕ. Ыттисем пурте пĕрле 8 процентне йышăнаççĕ. Чĕлхе çухални халăх пĕтнипе танах. Глобализацин ахăр самани нихăшне те шеллесе тăмасть, çĕр çинчен çуллен вун-вун халăх «каять».

Йыш чакать

Пире, чăвашсене, тăван чĕлхе шăпи шухăшлаттарать. Канăçа çухатма ЮНЕСКОн 2009 çулхи тишкерĕвĕ те хистерĕ. Ăна ĕненес пулсан — Раççейри 136 халăх тăван чĕлхипе калаçма пăрахас хăрушлăх пур. Çав ушкăнра — чăваш чĕлхи те. Кун пирки хăй вăхăтĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче çырнă-ха, «çавра сĕтел» хушшинче калаçусем те ирттернĕ, халĕ те çыратпăр-калаçатпăр. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри хыпара çăмăлттайла йышăнма пăхрĕ, «чăваш нихăçан та пĕтмест» теме хăтланчĕ. Анчах статистика кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ- çке. Юлашки 20 çулта халăхăн чĕрĕк пайĕ сахалланнă. Мĕншĕн? Демографири йывăр лару- тăрăвăн витĕмĕ те пур ĕнтĕ. Ялта та паян ачапча сассине унчченхи пек анлăн илтеймĕн. Глобализаци, чăваш шкулĕнче тăван чĕлхене сахал вĕрентни тата ытти…

Е сан вăю пĕтрĕ-и?

Театр тумтир çакмалли вырăнтан пуçланать, халăх шăпипе пуласлăхĕ шкултан килет, унтан вăй илет, тымарланать. Малтан — амăшĕн шкулĕнчен /амăшĕ чăваш чунлă пулсан/, унтан пĕр юрăри пек каласан — «букварьти ÿкерчĕкрен»… 11 çул пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ пухать çитĕнекен ăру, тепĕр 5-6 çул — аслă шкул. Чĕрĕк ĕмĕр шкулта иртет тейĕн. Çавăнпа ача мĕнле чунлă çитĕнесси вĕрентÿçĕсенчен, шкултан питĕ нумай килет. Шел те, шкулсенче сахал йышлă халăх чĕлхисен шă-пине татса пама регионсене шаннă. «Наци – регионсен компоненчĕ» тесе пĕтĕмĕшле шкулсенче те, вузсенче те курăнми, аран-аран сисмелĕх-туймалăх вырăн уйăрнă.
Малашне те çаплах пулсан çухалса каймăпăр-и? Мĕн тумалла? Манăн шухăшпа — шкула илес тĕк унта тăван чĕлхепе вырăс чĕлхи шайлашăвне йĕркене кĕртмелле. Çакна та манмалла мар: чĕлхе кун-çулĕ вăрăм пуласси унпа обществăпа политика пурнăçĕнче мĕнле усă курнинчен нумай килет. Чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ пулсан та, ăна аталантарма программа йышăннă пулин те — çивĕч ыйту татăлман-ха. Ытларах чухне çав ĕçсем хут çинче çеç юлаççĕ.
Статистика патне тепĕр хут таврăнар-ха: чăваш халăхĕ 16-мĕш ĕмĕр çурринчен пуçласа /тутар-монгол, Тамерлан тата ыттисен геноцичĕ хыççăн/ вунă хут ÿснĕ, анчах çапла майпах чакма пуçланă. 11 çул каялла Раççейре вырăс чĕлхин çулталăкне ирттернĕччĕ. Паллах, ахальтен мар. Çеçпĕл Мишши пĕр ĕмĕр каяллах «Йывăр шухăшсем» сăввинче çапла çырнă: «Тăван çĕршыв, е сан вăю пĕтрĕ? Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ?..» Кая юлас марччĕ…

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.