Агитаци тапхăрĕ пуçланчĕ
Суйлав умĕнхи кампани черетлĕ тапхăра кĕчĕ. Регионсенче суйлавçăсемпе ĕçлемелли вăхăт пуçланчĕ. РФ Президентне суйлама тăратнă кандидатсем, граждансене хăйсем майлă алă пустарнăскерсем, тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă, вĕсене Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ регистрациленĕ. Сенсацисем çук, патшалăхăн аслă должноçне йышăнас кăмăллисем — саккăрăн.
В ĕ с е н ч е н ы т л а рахăшĕ паян регионсенче ĕçлет. Чăн та, Чăваш Ене пĕри те çитеймерĕ-ха. Çакă куç кĕрет: юлнă вăхăтра кам та пулин мĕн пур региона çитеесси иккĕленÿллĕ. Эппин, пĕтĕмпех кандидатсен вырăнсенчи тĕревĕ мĕнлерех пулнинчен, штабсен сечĕ тата агитаторсем пурринчен килĕ.
Кандидатсемшĕн хальхи тĕп тĕллев — хăйсен программисемпе, вĕсем çĕршыв пуласлăхне мĕнле-рех курнипе суйлавçăсене паллаштарасси. Павел Грудинин, Владимир Жириновский тата Владимир Путин хăйсен рекламăпа агитаци щичĕсене вырнаçтарнă. Жириновскин вĕсем чăннипех нумай — ыттисенне пĕрле шутласан та ун чухлĕ çук. Грудинин майлисем пичет продукцине валеçеççĕ, анчах хальлĕхе пит хастаррăн та анлăн тееймĕн. Григорий Явлинскипе Борис Титов штабĕсем те хастарлăхпа палăрсах каймаççĕ-ха. Титов штабĕнче регионти ертÿçĕ те паллă мар — ăна палăртасса кĕтеççĕ. Ытти кандидат та пурри пирки вара политикăпа професси шайĕнче ĕçлекенсем те пĕлсех каймаççĕ.
Патшалăх пуçлăхĕн полномочийĕсене пурнăçлассине пăрахман Владимир Путин суйлавçăсемпе хутшăнмашкăн шаннă çынсен корпусне йĕркеленĕ. Вĕсемпе курнăçнă май Путин уçăмлă тĕллев палăртнă: ăçта саккун ирĕк парать — пур çĕрте те çынсемпе май пур таран ытларах курнăçмалла.
Пирĕн республикăра Владимир Путинăн шаннă çыннисем виççĕн. Вĕсем суйлавçăсемпе тĕлпулусем ирттерме пуçланă ĕнтĕ. Николай Казаковпа Елена Барсукова промышленноç предприятийĕн коллективĕпе тĕл пулнă, Владимир Иванов — патшалăхăн мар медицина учрежденийĕн персоналĕпе. Тĕлĕнмелле те пек, анчах Путинăн шаннă çыннисем халăхпа политика çинчен мар, çĕршыв, республика, хула пуласлăхĕ пирки калаçаççĕ. Вĕрентÿ, культура, медицина аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ. Владимир Путин хăйĕн шаннă çыннисене çапла ĕçлеме суннă: çивĕч самантсенчен пăрăнмасăр кулленхи пурнăç ыйтăвĕсем пирки калаçмалла. Граждан-сенчен йышăнакан наказсене, сĕнÿсене вара тÿрех кандидатăн тĕп штабне параççĕ.
Шаннă çынсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Кашнин графикĕнче — республикăри тĕрлĕ коллективпа муниципалитетра ирттерме палăртнă вун-вун тĕлпулу.
Комментировать