Пирĕн анне — Турă çынни

19 Фев, 2018

Хĕрĕх çул каяллахи сăн ÿкерчĕкри анне ăшши асамлă хăватпа хăйĕн патне туртнăн туйăнать. Куславкка районĕнчи Мушар ялĕнчи Зоя Юсова пире, хăйĕн 5 тĕпренчĕкне, чунран юратса çитĕнтерчĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕ.
1927 çулта Никитинсен 10 ачаллă çемйинче çуралнă вăл. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраканскере пионера çăмăллăнах илнĕ. Каярах, комсомола кĕме вăхăт çитсен, ăна «кулак хĕрĕ» тесе пăрса хăварнă. Çакăншăн питĕ пăшăрханнă вăл. Кĕнер шкулĕнче 7 класс вĕренсен Сĕнтĕрвăрринчи ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Ух чухнех учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă вăл. Кайран аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан 45 çул ачасене шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Савăнăç куççулĕ

1948 çулта Зоя Никитина вĕрентекенпе вăрçăран таврăннă Владимир Юсов çемье çавăрнă. Эпир, ачисем, çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра ĕçлеттĕмĕр, çав вăхăтрах килте пулăшма тăрăшат-тăмăр. Кайран хуçалăхра ĕçленĕшĕн тĕш-тырă, çĕр улми, утă лавĕпех турттарса килеттĕмĕр. Çакна курсан аннен пичĕ çинче савăнăç куççулĕ йăлтăртататчĕ. Çынсен умĕнче те пирĕнпе мухтанатчĕ çывăх çыннăмăр. Шкулта та, килте те анне вăрлама, суйма юраманни, çынсемпе сăпайлă та чыслă тытмалли çинчен калатчĕ.

Савăнăçпа хурлăх юнашар теççĕ. 1965 çул йывăр килчĕ пирĕн çемьешĕн. Çавăн чухне анне — мăшăрĕсĕр, эпир аттесĕр юлтăмăр. Темле пулсан та вăл килти выльăх шутне чакармарĕ. Ĕне, пăру, сысна, сурăх, кайăк-кĕшĕк, чăх-чĕп картиш туллиех пулнă пирĕн. Пĕррехинче кĕркунне пахча хыçĕнчи çырмаран вун пĕр хур вĕçсе кайрĕç те урăх таврăнмарĕç. Эпир пурте питĕ хурланнăччĕ çакăншăн.

Вăл капмар çурт хăпартма вăй çитерчĕ. Анне пек ывăнмасăр, чирлемесĕр ĕçлекен çынна курман. «Эпĕ пионер çеç пулнă», — халĕ те шÿтлет вăл. Чăнах та пурнăç тăршшĕпех пионер пекех малта пулма тăрăшнă çывăх çыннăмăр. Сăмахран, 1966 çулта Мушарта фольклор ушкăнĕ йĕркелесе ячĕ. Хĕрарăмсен канашĕн вырăнти ертÿçинче 22 çул тăрăшрĕ. Хастарскер хĕрарăмсен сьездне хутшăнчĕ. Шкулта драма куржокĕн ĕçне пуçарни те — курăмлă пулăм. Çак ушкăн çывăхри ялсенче концерт-спектакль кăтартни те куç умĕнчех. Эпир те, унăн аслă ачисем, хутшăннă ку ĕçе. Анне Нарспие выляса куракансен кăмăлне тупнăччĕ. Тата вырăнти артистсем сцена çине тухиччен çынсене Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Трубина Мархви, Мария Ухсай, Николай Никольский, Никита Бичурин... пурнăçĕпе пултарулăхĕ тавра сăмах пуçаратчĕ. Паллă авторсен чăвашла, вырăсла сăввисемпе поэмисене пăхмасăр калатчĕ.

Хĕрес çĕлени

Совет саманинче килте турăш кĕтесĕ пулман. Анне Турă çинчен калаçнине те илтмен. Кĕнер шкулĕ хыççăн пин çухрăмри техникума вĕренме каяс умĕн анне пиншак ăшне пĕчĕк хĕрес çĕлени, «Турă пулăштăр сана, ывăлăм», — тесе çамкаран чуп туни питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Кайран та спортра, çарта, ĕçре йывăр чухне çав хĕресе аса илеттĕм. Мана тĕне вăрттăн кĕртни çинчен анне 22 çула çитсен тин каласа кăтартнăччĕ.

Çемье альбомĕнче аннен открытки куç тĕлне пулчĕ. «Турă умĕнче яланах пулăшу ыйтса ырă сунакан аннÿ», — алă пуснă çывăх çыннăм. Анне ырă сунни, чăнах, пур йывăрлăха та çĕнтерме хăват парать.

«Чăваш чĕлхи,
ял çийĕн вĕç!»

Ун çинчен тăванĕсем кăна мар, пĕрле ĕçленисем, вĕренекенĕсем те ырă сăмах калаççĕ.

«Зоя Юсова ачасен, вĕсен ашшĕ- амăшĕн хисепне, юратăвне çĕнсе илчĕ. Вăл районти учительсем валли уçă уроксем ирттернĕ. Никитинсен педагогсен династийĕн историйĕ 1908 çултан Николай Никитичран çырăнма пуçланă. 2004 çулта 735 çула çитсе республикăра 3-мĕш вырăн йышăннă вĕсем», — тет ун пирки Николай Маклаков тавра пĕлÿçĕ.

Светлана Кудряшова-Пилеш хăйĕн юратнă вĕрентекенне Зоя Юсовăна халалласа кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Унта 100 ытла сăвă, статья, поэма тата нумай сăн ÿкерчĕк вырăн тупнă. «Хаклă вĕрен-текенĕм Зоя Григорьевна пĕлĕве тарăнлатма, çырма хистетчĕ. Унăн урокĕсене аса илсен алла калем тытас килетчĕ, пуçра сăвă йĕркисем çуралатчĕç. Çур ĕмĕр иртсен те хăват чакманни — сирĕн тивлет», — чунне уçать кĕнеке авторĕ. Вăл çырнă йĕркесенче — аннен пĕтĕм пурнăçĕ, шухăш-ĕмĕчĕ. Малалла вулас..

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.