Сĕнтĕрпуç Салампийĕ

19 Фев, 2018

Çăлтăр евĕр йăлтăркка куçлă, хÿхĕм çÿллĕ кĕлеткеллĕ пике йăл кулса алăкран кĕрсенех Сĕнтĕрпуç шкулĕн иккĕмĕш класс ачисем акăлчанла харăссăн сывлăх сунчĕç. Çамрăк вĕрентекен кашнине куçран пăхса çаврăнчĕ, пурте вырăнта пулнипе лăпланса черетлĕ урока пуçларĕ...

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, хăй вĕреннĕ пĕлÿ çуртне, Надежда Федотова 2017 çулта ĕçлеме килнĕ. Çамрăк педагога вĕрентекенсен йышĕ те, ачасем те кăмăллăн йышăнни сисĕнет. Урăхла пулас тăк Шупашкарта пурăнакан хĕр куллен ир-ирех тăрса темиçе транпортпа ĕç вырăнне васкĕччĕ—и, пĕрремĕш урока ĕлкĕрес тесе çил-тăманра çуран утĕччĕ-и? Хавхаланса ĕçлеме кăçал акă тепĕр сăлтав та хушăннă: Надежда Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Пултаруллăскере ахальтен мар «Яш ĕмĕр» страницин тĕпелне чĕнтĕмĕр.

— Хальхи вăхăтра вĕрентекен çулне суйлакан çамрăксем, пушшех те — ялти шкула ĕçлеме каякансем, сахал. Сана вара яваплă çак ĕç хăратман.

— Тĕрĕссипе, педагог — манăн иккĕмĕш професси. Шкултан вĕренсе тухсан эпĕ ветеринар пулас ĕмĕтпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине кайнă. Чиперех вĕренсе тухрăм, дипломлă пултăм. Академире куçăн майпа пĕлÿ илнĕ хушăрах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ют чĕлхесен факультетне каçхи вĕренĕве виçĕ çул çÿрерĕм. «Акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ» специальноçа алла илтĕм. Кас-кас хама икĕ çыран хушшинчи пекех туятăп: учитель ĕçĕ те, ветеринарăн та чуна çывăх. Хальлĕхе акă шкулта ĕçлетĕп-ха. Талăкра 24 сехетрен ытларах пулсан выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕнче тăрăшма та ерçейĕттĕм-и тен? Вĕрентекен профессийĕ пирки калас тăк, мана шкулта питĕ килĕшет. Маларах Кÿкеçри ятарлă шкулта кĕске вăхăт ĕçлеме тивнĕччĕ — питĕ йывăррине туйрăм. Ялти ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăлрах. Хальхи вăхăтра классем пысăк мар. Çавăнпа та вĕренекенсемпе çывăхланма, харпăр хăйĕн шайне кура ĕçлеме меллĕ.

— Çамрăк педагогсемпе уççăн калаçсан чылайăшĕ вĕрентÿ тытăмĕнчи «хут ĕçĕ» йăлăхтарни, тухăçлă ĕçлеме чăрмантарни пирки ÿпкелешет.

— Тĕрĕсех палăртаççĕ. Чăннипе, вĕрентекен çав хутсене йĕркене кĕртес вăхăтне ачасене халаллас пулсан-и?! Куллен пилĕк е ултă урок ирттеретĕп. Кашнинех тĕплĕн хатĕрленсе каймалла. Хальлĕхе хам та ачасемпе пĕрле вĕренсе пыратăп темелле. Вĕрентекен ĕçĕ çавăн таран яваплăх ыйтни çинчен малтан шухăшлама та пултарайман.

Аслă ăрури вĕрентекенсем пулăшса пыраççĕ-и?

— Паллах! Ку енĕпе мана ăнчĕ темелле: хама вĕрентнĕ учительсемпе пĕрле ĕçлетĕп вĕт. Зоя Вострова математик пирĕн класс ертÿçиччĕ, халĕ маншăн — шанчăклă пулăшуçă. Пуçламăш классен учителĕ Ольга Ларионова ырă канаш пама яланах хатĕр. Аслă классенче Шуршăлта вĕрентĕм /пирĕн çемье пурăнма унта куçнă/. Зоя Алексеевна /хальхи директор Зоя Егорова. — Авт./ класа пĕр чăмăрта тытатчĕ. Шкулпа сыв пуллашсан пĕрне те куçран вĕçертмерĕ, çуллен тĕл пулăва йыхравласах тăрать. Халĕ акă ĕçтешсем пулса тăтăмăр та — сÿтсе явмалли тăтăш тупăнать.

Черчен сăн-питлĕ, çепĕç кăмăллă, ырă чунлă... Сан пеккисем артист карьери çинчен ĕмĕтленеççĕ.

— Эпĕ кун пирки шухăшламан тетĕр-и? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.