Иван Яковлева халалласа Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче савăнăçлă каç иртрĕ

16 Фев, 2018

Паян Чăваш Енри Халăхсен туслăх çуртĕнче "Иван Яковлев манăн чĕрере" ятпа савăнăçлă каç иртрĕ. Унăн йĕркелÿçисем — Халăхсен туслăх çурчĕ, Чăваш патшалăх киностудийĕ, тĕп хулари çамрăксен пĕрлĕхĕ.

Кăçал пултаруллă педагог, ăсчах, шухăшлавçă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Вăл хăйĕн кун-çулне тăван халăхне çутта кăларас, унăн культурине çĕклес, наци хăй хаклăхне аталантарас ĕçе панă. Унăн çур ĕмĕре пынă ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра ырă ята тивĕçрĕ.

"Эпĕ нихăçан та чапшăн, ăшă вырăншăн, пысăк укçашăн, мухтав сăмахĕшĕн ăшталанман, хамăн тăван халăхшăн, ăна вĕрентес ĕçшĕн усăллă та кирлĕ çын пулнине туйса, çак ĕçе эпĕ çеç тума пултаратăп пулĕ тесе те ĕненсе вăй хунă…", — тесе çырнă Иван Яковлев. Хăйĕн ĕçĕпе çакна çирĕплетнĕ те.

Лев КУРАКОВ, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ:

Иван Яковлев чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе вышкайсăр ĕç тунă. Хăй  тĕллевĕсене пĕлсе, чуна парса тăрăшни, вăй-халне шеллеменни, пĕлĕвĕпе пултарулăхне халăх ячĕпе пулăшнă та ĕнтĕ вĕрентекенĕмĕре çак ĕçе пурнăçлама. 

 

Артур ГАЛКИН, "Чăвашкино" пай пуçлăхĕ:

 - Иван Яковлев чăваш халăхĕшĕн аслă атте. Пирĕн манса каймалла мар вăл пире мĕн халалланине. Пирĕн "Чăвашкино" фондĕнче Иван Яковлевпа çыхăннă документлă фильмсем пур. Кăçал.юбилей çулĕнче, эпир вĕсемпе анлă усă куратпăр. Кашни мероприятие çав ĕçсен сыпăкĕпе уçатпăр. 

 

 

Рубрика: 

Комментировать