Çĕр улмин чи тутлă сорчĕсем
Маншăн çĕр улми — чи паха пахча çимĕç. Кашни кун çисен те йăлăхтармасть. Килти пахчара «иккĕмĕш çăкăрăн» тĕрлĕ сортне лартса пăхрăм. Пĕр çимĕç кашни çыннах килĕшменнине пĕлетĕп, апла пулин те çĕр улмин чи тутлă сорчĕсем хăшĕсем-ши?
Алина НИКИТИНА, Шăмăршă районĕ.
Вулакан ыйтăвне Валентина ИВАНОВА пахчаçă хуравлать:
— Кĕл тата çĕрĕк тăпри сапнă çĕр çинче çитĕнтернĕ пахча çимĕç тутлă пулать. «Иккĕмĕш çăкăрăн» тути епле пуласси пахча çимĕç миçе кунра пулса çитнинчен килет. Иртерех пулаканнисенче крахмал сахал, çавăнпа вĕсен тути шывакрах. Каярахпа пулаканнисем тутлăрах. Саррисем каротинпа пуян. Вĕсем пылак, тутлă, ытлашши ирĕлсе каймаççĕ. Хĕрлисенче антиоксидант нумай, вĕсем лайăх упранаççĕ. Шуррисем С витаминпа тата крахмалпа пуян, кĕрпеклĕ, ирĕлсе пиçеççĕ. Асăннă пахча çимĕçре В6 витамин, кали, пăхăр, марганец, фосфор, пантенол йÿçекĕ пур. Ир пулакан Адреттăпа /60-80 кунра пулса çитет/ Винета /70-75 кунра/ пылак сортсен шутне кĕреççĕ. Ăшша кăмăллакан Сантепе Сифони те тутлă. Сарă çинче хĕрлĕпе сăрласа «капăрлатнă» Пикассо вара тутă енĕпе — чăн-чăн чемпион. Кĕрпеклĕ те техĕмлĕ пулнисĕр пуçне вăл лайăх упранать, унта крахмал самай. Тухăçĕ те пысăк.Тулеевский сорт та унран начар мар. Çавăн пекех Пай, Дофине, Журавинка, Колобок, Сказка, Импала, Джели сортсем тутлă. Киви ятлине вара колорадо нăрри тапăнмасть. Каласа хăвармаллах: удобренипе тата хими препарачĕсемпе усă курмасăр ÿстернĕ çĕр улми чылай тутлăрах.
Комментировать