«Эревет» – Кремль керменĕнче

16 Фев, 2018

Иртнĕ шăматкун Мускаври Кремль керменĕнче «Выля, хут купăс!» проект йĕркелÿçи, Раççей халăх артисчĕ, Раççей патшалăх премийĕн икĕ хут лауреачĕ Геннадий Заволокин çуралнăранпа 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ концерта пирĕн республикăри ачасен халăх инструменчĕсен кăтартуллă «Эревет» ансамблĕ те хутшăннă.

Ансамбль ертÿçи Сергей Федотов каласа кăтартнă тăрăх, Анастасия тата Захар Заволокинсем ертсе пынă концерта Пĕрремĕш канал ÿкернĕ. Концерта Геннадий Дмитриевич йĕркеленĕ «Частушки» ансамбль никĕсĕ çинче ирттернĕ. Унта çавăн пекех Кубань казакĕсен хорĕ те хутшăннă, ачасенчен пирĕн «Эреветсĕр» пуçне тата Тверь хулинчен, Кавказран килнĕ коллективсем пулнă.

«Эреветре» хальхи вăхăтра 28 ача. Мускава вара 35-ĕн кайнă: ансамбле маларах çÿренисене те илнĕ. Çапла вара çĕршывăн тĕп сцени çине Чăвашран 11 хут купăсçă, 5 параппанçă, 6 контрабасистбалалайçă тата шăпăр, шăхлич, ытти инструмент калакансем тухнă. «Эревет» ансамбль çĕршыв тĕп хулинче пĕрремĕш хут мар, вăл тăван халăх кĕвви-çеммине хăй вăхăтĕнче «Раççей» концерт залĕнче те, Надежда Бабкинăн вырăс фольклор театрĕнче те, ытти чаплă залра та шăрантарнă. Хальхинче чи сумлă кермен сцени çине тухма тивĕçнĕ. Ултă пин çынлă зал чăваш ачисене тăвăллăн алă çупса, «браво» тесе кăшкăрса хавхалантарнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.