Çĕр ĕçĕнчи хăватлă техникăпа паллаштарчĕç

13 Фев, 2018

Шупашкар районĕнчи «Агромашснаб» пĕрлешÿре республикăри ял хуçалăх предприятисен ертÿçисен, специалистсен, фермерсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Вĕсем К-424 «Кирюша» çĕнĕ тракторпа паллашрĕç.

Пĕрлешÿ территорийĕнче ял хуçалăх техникине ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă: çĕр ĕçне тумалли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли… — мĕн кăна çук-тăр. Хăватлă «хурçă утсене» пухăннисем тĕлĕнсе те ăмсанса сăнарĕç, хăйсем валли суйларĕç. Ешĕл массăна вĕтетмелли, пленкăпа чĕркемелли, выльăх апатне турттармалли техника умĕнчен те халăх татăлмарĕ. «Neoliner NWS-660» агрегата ĕçлеттерсе те кăтартрĕç. 

Территорире мăнаçлăн ларакан тĕксĕм хĕрлĕ трактора вара вун-вун çын куç илмесĕр сăнарĕ. Чăтăмсăррисем руль умне ларса та пăхрĕç. Хăватлăскерне Санкт-Петербургри трактор завочĕ пĕлтĕр кăна кăларма тытăннă. «Кирюша» К-424 трактор тинех Чăваш Ене те çитнĕ. 240 лаша вăйлăскер темиçе МТЗ трактора улăштарма пултарать. 

Семинарăн пленарлă пайĕнче «Агромашснаб» пĕрлешĕвĕн /официаллă дилерĕ — «Петербургри трактор завочĕ» уçă пĕрлешÿ/ директорĕ Владимир Жирнов, выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника туса кăларакан компанисен представителĕсем тата ыттисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

 

Теги: 

Комментировать