Волонтер пулма питӗ лайӑх

3 Фев, 2018

Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тÿремре "Раҫҫей-манӑн чӗрере" митинг-концерт иртрӗ. Ӑна Ырӑ тӑвакансен ҫулталӑкне халалласа ирттерчӗҫ. Мероприятие аслӑ шкулсемпе колледжсенчи,  шкулсенчи ырӑ тӑвакансемпе волонтерсем, общество юхӑмӗсен хастарӗсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем, ҫав шутра скандинавсен уттипе ҫӳрекенсем, хоккеистсем, "Экспресс кинемейсем" юхӑмăн членӗсем хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисене ҫил-тӑман хӑратмарӗ, пурте спорт хусканӑвӗсем турӗҫ, пурин сӑн-питӗнче те хаваслӑх палӑрчӗ. Паллӑ артистсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем илемлӗ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. Пухӑннисене Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев, депутатсем саламларӗҫ. Хулан тӗп катокӗ ҫинче Шкул хоккей лиги хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Хӗрлӗ тӳремре тӳлевсӗр вӗри чей ӗҫтерни шӑннисене ӑшӑнма, кӑмӑла ҫӗклеме пулӑшрӗ.

Светлана КУДРЯВЦЕВА, Шупашкарти 64-мӗш шкул директорěн ҫумӗ:

- Эпир кунта паян хоккеистсен - икӗ, волонтерсен пӗр командипе килтӗмӗр. Кунта питӗ хаваслӑ, пӗрле ташлатпӑр, савӑнатпӑр. Ачасем пурте лайӑх кӑмӑлпа килчӗҫ. Волонтерсем маларах та пулнӑ, анчах кун пек мероприяти пӗрремӗш хут иртет. Ку ҫула Ырӑ тӑвакансен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернине питӗ хӗпӗртесе йышӑнтӑмӑр. Ятне кура кăçaл ырӑ та лӑпкӑ иртессӗн туйӑнать.

Владимир САВЕЛЬЕВ, Шупашкарти ятарлӑ автопредприятин ӗҫ сыхлавӗн специалисчӗ:

- 64 ҫулта пулин те ватӑлма вӑхӑт ҫук, сывлӑх пур чухне ӗҫлесшӗн, çӳресшӗн. Паян та акӑ ку уява хаваспах килтӗм, ҫамрӑксенчен юлас килмест. Кунта пурте пӗрле савӑнатпӑр, хускалатпӑр, шӑнма вӑхӑт ҫук. Чунра ырӑ чухне ҫын шӑнмасть. Ырӑ тӑвакансен ҫулталӑкӗ ҫынсене ырӑрах пулма, пӗр-пӗрне пулӑшма, хавхалантарма вӗрентессе шанатӑп.

Анна ИВАНОВА, студентка:

- Кун пек уявсем манăн кӑмӑла килеҫҫӗ. Вӗсене юлташсемпе пӗрле яланах хутшӑнатпӑр. Маларах "ҫӑлтӑрпа" зарядка тума ҫӳреттӗмӗр. Кун пек мероприятисем пире пӗр-пӗринпе туслашма, ҫывӑхланма, ҫӗнӗ туссем тупма пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал хам та волонтерсен йышне тӑрасшӑн. "Ырӑ туни ҫын патне ырӑпах таврӑнат" - ӑс парать асанне те.

Теги: 

Комментировать