- Чăвашла верси
- Русская версия
Кин серепи...
Телефон шăнкăртатни Фаинăна шухăш авăрĕнчен туртса кăларчĕ. «Каллех аннÿне кăшкăртаççĕ, каллех хĕнеççĕ ĕнтĕ», — пĕлтерчĕ Çĕрпÿ районĕнчи Çуткасси ялĕнчи пĕр çын. Кăшкăрсах макăрса ячĕ 50 çула çывхаракан хĕрарăм.
Лайăх, тату çемьере ÿснĕ вĕсем виçĕ пĕртăван. Ашшĕпе амăшĕ колхоз ĕçне çÿренĕ вăхăтра килте çăматă йăваланă. Икĕ хутлă кирпĕч çурт лартнă, çăмăл автомашина туяннă. Ачисене мĕн кирлине пурне те илсе пама тăрăшнă вĕсем. Тĕпренчĕкĕсем ашшĕпе амăшне пулăшнă, каникул вăхăтĕнче ялти пур ача пекех колхоз ĕçне хутшăннă. Шкул пĕтернĕ хыççăн чăл-пар саланнă лайăх пурнăç. Малтан ашшĕ мунча кĕнĕ чухне инфаркт пулнипе вилсе кайнă. Унтан шăллĕ мотоциклпа аварие лексе пуçне амантнă, чылай хушă больницăра выртса темиçе операци чăтса ирттернĕ. Сывалса çитеймен, инвалид пулса юлнă. Амăшне Вера Алексеевнăна питĕ йывăр пулнă. Çапах вăл колхоз ĕçне те пăрахман, çăматă та йăваланă. Икĕ хĕрне вĕрентсе кăларса туй тусах качча панă, ывăлне хăйĕн хÿттинче усранă. Фаинăн йывăр кунĕсем ахаль иртмен, пĕрремĕш ачи сусăр çуралнă. Апла пулсан та Тăвай районне качча кайнă хĕрарăм амăшĕ патне час-часах кайса çÿренĕ. Шăллĕ авлансан вара тăван киле çул хупăннă. Кинĕ Валя вĕсене амăшĕн хутне кĕнĕшĕн юратман, хăваласа кăларса янă. Май килсен çÿçрен сĕтĕрме те именмен. Хунямăшĕпе сусăр упăшкине кÿрентерсех тăнă вăл. Пенси укçине хăй аллине çавăрса илессишĕн хĕрарăм тем тума та хатĕр пулнă. Амăшне вутă пуленкипе çапса йĕтес шăммине хуçсан Фаина чăтса тăрайман, ватă çынна хăй патне куçарса кайнă. Анчах та амăшĕ сусăр ывăлне хĕрхеннипе хĕрĕ патĕнче нумай тытăнса тăман, килне таврăннă. Кинĕшĕн вара хунямăшне иккĕмĕш хутран картлашка тăрăх тĕксе ярасси те, çанçурăмĕ кăн-кăвак пуличчен хĕнесси те ним те мар пулнă. Çын умĕнчех хунямăшне çутăлтарса яма та именмен вăл. Хăй ĕмĕрĕнче ниçта та ĕçлесе курман хĕрарăм сăмакун юхтарса сутма тытăннă. Часах хăй те эрех авăрне путнă. Хальхи вăхăтра ку киле пырса та кĕрес килмест. Йĕри-тавра тасамарлăх хуçаланать. Валя пĕрмай ÿсĕр. Халь вăл сăмакунне те сайра хутра юхтарать, кÿршĕ туянса килсе панă спирт шĕвекне шывпа хутăштарса ял çыннисене сутать. 49 çулти упăшки утайми пулнă, тухса çÿреймест. Тăванĕсем пынă чух вĕсем патĕнче ялан ÿсĕрсем çывăраççĕ. Хунямăшĕ тăрайми выртать. Ватă çынна ял çыннисем пăхкаласа тăраççĕ, сайра хутра мунча кĕртме йăтса каяççĕ. Хăйсене валли ĕçме-çиме пĕçеркелет Валя. Вера Алексеевна кинĕ ÿсĕр чух, хырăмĕ выçнипе, кравать çинчен анса, урай тăрăх шуса алăка уçса кăшкăрни те пулнă. Халĕ вырăн çинчен те тапранаймасть, шăммипе тирĕ кăна юлнă. Çак тискерлĕхе кайса курнă хыççăн Фаина Çĕрпÿ районĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пулăшу ыйтнă. «Кайса пăхатпăр, аннÿне илсе тухма пулăшатпăр», — пулнă хурав. Хĕрарăма тинех чун кĕнĕ. Хăйне пулăшасса шаннă. Çук, шаннă кайăк йăвара пулман. «Кайса килтĕмĕр, кун пеккине кăна мар курнă. Аннÿ питĕ тирпейлĕ, таса. Пурăнмалли майсем аван. Хăйне питĕ лайăх пăхнине, килтен ниçта та тухмассине пĕлтерчĕ пире. Валя сыпкаланă пулсан та хунямăшне унитаз çине вăр-варах йăтса лартрĕ. Ĕçлемен хĕрарăм пулсан выльăх та усраймасть», — пĕлтернĕ хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем. Тăванĕсемшĕн ку сăмахсем кĕтменлĕх пулнă.
Ют çынсене хăйне апат çитермесĕр усранине кăтартман Вера Алексеевна. Виçĕ кун каялла тăванĕсем илсе пынă çемçе апата тăранма пĕлми çинĕ вăл. Хăйĕн пенси укçи мĕн чухлĕ тухнине те пĕлменскер лавкка апатне тахçанах маннă. Арăмĕ хăйне мăйĕнчен çĕçĕпе сĕрнине, пуçне темиçе те çапса шăтарнине каласа кăтартма именнĕ упăшки те. Малалла вулас...
Комментировать