Парамузыка янăрĕ

30 Янв, 2018

Кăçал Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери парамузыка фестивалĕ иртĕ. Юрă-кĕвĕ уявне авăн уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.

2009 çултанпа йĕркелекен фестиваль Раççейри 20 ытла регионти сусăр артистсен пултарулăх лапамĕ пулса тăнă. Унта çавăн пекех Аргентина, Беларуç Республики, Итали, Китай, Чехи çыннисем хутшăнаççĕ. Юлашки çулсенче фестивале Брянск, Калуга, Саранск хулисем йышăннă.

Фестиваль директорĕ Григорий Микаелян пĕлтернĕ тăрăх — фестивальте ачасемпе çамрăксем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Вĕсен ăсталăхне сумлă жюри «Юрă», «Илемлĕ сăмах», «Фортепиано», «Ташă», «Музыка инструменчĕсем» тата ытти номинацире хаклĕç.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.