Çĕнĕ Шупашкарта та çул çÿреме хакланĕ

28 Янв, 2018

Çĕнĕ Шупашкарта та общество транспорчĕпе çÿреме хакланĕ. Çапла тума хулари Депутатсен пухăвĕн çак эрнери пухăвĕнче йышăннă. Çĕнĕлĕх документа официаллă пичетленĕ кунтан вăя кĕрессине палăртнă.

Троллейбусри хак 18 тенкӗпе танлашӗ, анчах пĕрлехи транспорт карттипе тӳлесен йÿнĕрех ларĕ: 15 тенкӗ. Маршруткăсене кăмăллакансен 22 тенкӗ тÿлемелле  (карттăпа — 18 тенкӗ), автобуса суйлакансен — 18 тенкӗ (карттăпа — 15 тенкӗ).

Пĕлтĕрхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта троллейбусри хак хăпарнине эпир пĕлтернĕччĕ.

Рубрика: 

Комментировать