Преступленисен шучĕ чакнă

26 Янв, 2018

2017 çулта республикăра 12 794 преступление шута илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 7,5 процент сахалрах. Çак тата ытти цифрăна паян ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин пĕлтерчĕ.

Министерство коллегийĕн анлă ларăвĕнче Чăваш Ен полицийĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Ĕç-хĕл кăтартăвĕсемпе Йĕпреç, Çĕмĕрле тата Улатăр районĕсен шалти ĕçсен пайĕсем мала тухнă.

Ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Игорь Зубов хутшăнчĕç, вĕсем Чăваш Ен полицийĕн ĕçне ырласа хакларĕç.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

Рубрика: 

Комментировать