Сĕте çуллахи хакпа туянаççĕ

25 Янв, 2018

Ырă кун, «Çамрăксен хаçачĕн» хисеплĕ ĕçченĕсем! Эпир сирĕн хаçата тахçантанпах çырăнса илетпĕр, питĕ юратса вулатпăр. Эсир нумай çынна йывăр лару-тăруран тухма пулăшни çинчен пĕлтĕрхи юлашки номерте /2017, раштав, 28/ пĕлтернĕччĕ. Пире те пулăшасса шанса сирĕн пата çырса пăхма шухăшларăмăр.

Ялсенче ĕç вырăнĕсем çук, нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх усраса, сĕт сутса пурнăçне майлаштаркаласа пурăнать. Эпир те çавнашкалах, Октябрьски ялĕнче пурăнакан В.Соловьев предпринимателе сĕт паратпăр. Унăн хакĕ 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕччен 20 тенкĕ пулнă. Кăçал вара В.Соловьев сĕте пирĕнтен 1 литрне 15 тенкĕпе пуçтарать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 5 тенкĕ сахалрах. Ĕнесем валли утă хатĕрлеме çĕртме уйăхĕн варринчен пуçлатпăр та юр çăвичченех тăрмашатпăр. Ялта шутлă çынсен кăна ял хуçалăх техники пур. Эпир вара уйран тракторпа 1 рейс утă пуçтарса кĕме 700-800 тенкĕ кăларса паратпăр. Уттине тавăрнăшăн тÿлемелли хак та çулсерен ÿссех пырать.

Кăçал мĕншĕн сĕт хакĕ питĕ чакрĕ? Пылак шывран 2 хут йÿнĕрех-çке. Халĕ ĕнесем сĕт сахал панă вăхăтра та литрне 15 тенкĕпе çеç йышăнсан çулла 10 тенке кăна юлать-и? Е пирĕн хуçа В.Соловьев çеç çакăн пек йÿнĕ хакпа пуçтарать-и? Пĕлтĕрхи пек, 1 литрĕ 20 тенкĕ пулсан та, эпир питĕ савăнăттăмăр.

Хуракасси ял çыннисем. Сĕнтĕрвăрри районĕ.

«Выльăх тытнин усси çук»

Сĕт хакĕ йÿнелни пирки «Хыпар» хаçатра çулталăк вĕçĕнчех ыйту çĕкленĕччĕ. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем хыççăн ял çыннисем кил хуçалăхĕсенчен пухакан чĕр таварăн сутлăх хакĕ хăвăрт чакни çинчен пăшăрханса пĕлтерме тытăнчĕç. Хуракассисен çырăвне тÿрех ЧР Ял хуçалăх министерствине ятăмăр тата «Контактри» хамăр ушкăна вырнаçтартăмăр. Унти комментарисем тăрăх республикăн кирек хăш кĕтесĕнче те паян пĕрешкелтерех лару-тăру пулнине пĕлтĕмĕр. Вăр-нар, Элĕк районĕсенче пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем патĕнче 1 литр сĕте 14 тенкĕпе пухаççĕ. Çĕмĕрле районĕнче 13 тенке çитернĕ. «Хĕрлĕ Чутай районĕнче — 13 тенкĕ. Кашни кун тенĕ пекех хак чакса пырать. Хăш- пĕр çĕрте сĕт пухма пăрахнă тенине те илтрĕмĕр», — кулянса çырнă Алина Долгова. Шăмăршă районĕнчи Иван Долгов хальлĕхе сĕте 15 тенкĕпе пуçтарнине пĕлтерет. Кăнтăр районĕсенчи лару-тăрăва пĕлес тесе Елчĕк тăрăхĕнчи Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе çыхăнтăм. Вĕсем патĕнче 1 литр сĕте 15 тенкĕпе пухаççĕ. Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕччен 19 тенкĕпе туяннă. Ĕнер çак ыйтупа районта канашлу ирттернĕ.

Ял çыннисенчен пуçтаракан сĕт хакĕ йÿнелни çинчен пăшăрханса калаçнине районсене командировкăна кайсан та илтетпĕр. Тĕслĕх вырăнне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксарин ялĕнчи Емельяновсене илсе кăтартам. Вĕсем мăйракаллă шултра выльăх шутне 24 пуçа çитернĕ, вăл шутра — 14 ĕне, вĕсенчен улттăшĕ пăрулама ĕлкĕрнĕ. Виçĕ çул каялла фермер хуçалăхĕ гранта тивĕçнĕ. «Ялта хальхи вăхăтра сĕте 14 тенкĕпе пуçтараççĕ. Хуçалăха йĕркелесе яма пысăк кредит илтĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕхрен нимле тупăш та илейместпĕр, тăкаклă ĕçлетпĕр эпир паян. Çăвĕпе утă хатĕрлетпĕр, кĕтÿ кĕтетпĕр, хĕлле те канса кураймастпăр — тар тăкнин ним усси те çук. Сĕт хакĕ те ав кĕтмен çĕртен чакса кайрĕ», — терĕ Аксарин ял тăрăхĕн администрацийĕнче эксперт специалистра тăрăшакан Лариса Емельянова.

Паян Раççейри сĕт рынокĕнче хĕл кунĕшĕн нихçан пулман лару-тăру хуçаланать. Çак тапхăрта нумай чухне ĕнесем пăрулама пуçланăран сăвăм чакать, ăна кура сĕт хакĕ ÿсекенччĕ. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче республикăри хăш-пĕр районта 1 литр сĕт 20 тенкĕрен те иртнĕччĕ. Пĕлтĕр ку тапхăрта сĕт 26 тенке çитни те пулнă.

Ĕне шучĕ чакмĕ-ши?

Хак тăрук чакни пирки сĕт пуçтаракансене те кашни кунах ял çыннисенчен сăмах тивет. Çапах тирпейлекен предприятисем хака чакарса пынишĕн вĕсем айăплă мар. Хушма хуçалăхсен чĕр таварне пысăк компанисем илесшĕн мар-мĕн. Ĕнесене чирлесен эмелпе сиплени, сĕте шыв хушни те пахалăха чакараççĕ. Сĕт паракансен хушшинче типĕтнĕ сĕте шывпа хутăштарса паракан та тупăнкалать имĕш. Кунашкал чĕр тавартан вара тăпăрч та, сыр та хатĕрлеме май çук.

Ял çыннишĕн, хăшĕ-пĕриншĕн уйрăмах, сĕт сутни — укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли пĕртен-пĕр çăл куç. Унăн хакĕ чакни вĕсен кăмăлне хуçнине те аванах ăнланатпăр. Анчах та кун пек лару-тăру республикăра кăна мар, Атăлçи тăрăхĕпех хуçаланать. Тĕслĕхрен, Тутарстанра халăхран пуçтаракан сĕтĕн вăтам хакĕ /1 литршăн/ — 16 тенкĕ, Мордва Республикинче — 15,5 тенкĕ, Пенза тата Самар облаçĕсенче — 14 тенкĕ. Аргентинăран, Турцирен, Уругвайран, Çĕнĕ Зеландирен тата ытти çĕршывран типĕтнĕ сĕт нумайрах кÿрсе килнипе те çыхăннă ку. Çав вăхăтрах Беларуçри суту-илÿ биржинче типĕтнĕ сĕтĕн курттăммăн сутмалли хакĕ ª1 килограмĕº 120 тенкĕ таран йÿнелнĕ, услам çăвăн — 240 тенкĕ.

Сĕт хакне малашне те чакарни вара ялсене япăх витĕм кÿме пултарать. 1 литр сĕте йÿнĕ хакпа парассишĕн ял çынни 3-4 ĕне таран тытĕ-ши? Ку хакпа мăйракаллă шултра выльăх çу кунĕсенче техника тара тытса утă-улăм хатĕрленин, апатлантарнин, витене çĕнетнин, кил хуçи ĕçленин хакне те кăлараймĕ. Çакă вара килти хушма хуçалăхсенче ĕне пуçне чакарасси патне илсе çитерме пултарать.

Ĕç тăвакан влаç органĕсем канашлусенче сĕт хакĕ çинче пĕрмай чарăнса тăраççĕ. Лавккасем сĕт хакĕ çумне хăйсен 25% хушса хаклатнине ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ытлашши сĕмсĕрленни ку» тесе хакланă. Сĕте сутăн илмелли хаксем паянхи пĕчĕк шайрах юлсан çынсем, хуçалăхсем ĕнисене аш-какая ăсатасси те часах. Пысăк лавккасен хамăр патра суса илнĕ сĕтпе ытларах ĕçлемелле, унăн пахалăхĕ лайăххине кура — пушшех. Ĕне пĕрре усрама пăрахсан кайран тепĕр хутчен ăна тытасси иккĕленÿллĕ. Михаил Васильевич канашлура лавккаçăсене витĕм кÿмелли пирки хытарсах каланă: «Унсăрăн çĕр-çĕр пуç ĕне çухатма пултаратпăр. Кĕтĕве çĕнĕрен пысăклатма вара питĕ йывăр пулĕ». Вице-премьер — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов федераци сечĕсене витĕм кÿме йывăррине пытарман. Çак условисенче, Сергей Геннадьевич шучĕпе, сĕт рынокĕнчи конкуренцие май пур таран анлăлатни вырăнлă. Сăмахран, çак кунсенче Шăхасанта сĕт ярмăркки ирттернĕ — сутма илсе тухнă продукци кун каçа пĕтĕмпех сутăнса пĕтнĕ-мĕн. Çынсем 1,5 литрлă савăта 60 тенкĕ тÿлесе туяннă. Çакнашкал ярмăрккăсене малашне кашни районтах йĕркелесшĕн.

Хальхи вăхăтра, 2018 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕ тĕлне, пирĕн республикăра халăхран пуçтаракан 1 литр сĕте вăтамран 14,5 тенкĕпе туянаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте — 13 тенкĕ. Юлашки эрнере сĕте сутăн илмелли хак 1,1 тенкĕ чакнă. Паллах, 2017 çулхипе танлаштарсан, палăрмаллах пĕчĕк. Шел, патшалăх саккунпа сутлăх сĕт хакне йĕркелесе тăраймасть. Чăваш Ен Правительстви ыйтăва татса пама Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствине, Патшалăх Думине, Федераци Канашне чĕнÿпе тухнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.