«Кăранташпа мар, чĕрен пĕр пайĕпе çыратăп»

24 Янв, 2018

Çапла каланă ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Мария Ухсай

Паян, кăрлачăн 24-мĕшĕнче, Наци библиотекинче Мария Ухсая халалланă литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Унта çыравçăн çывăх çыннисем, литература ĕçченĕсем, вулакансем хутшăнчĕç. 

Паллă çыравçă, куçаруçă, СССР Писательсен союзĕн членĕ Мария Ухсай çуралнăранпа кăрлачăн 25-мĕшĕнче 110 çул çитет. Çак кунсенче республикăра Мария Ухсай ятне çĕнĕрен аса илчĕç. Кашни вулавăшра, шкулта тенĕ пекех асăну, литература каçĕсем иртеççĕ. Сăмахран, унăн тăван ялĕнчи библиотекăра «Пултаруллă писательница, чаплă драматург» ятпа тĕлпулу иртнĕ (сăн ÿкерчĕкре). Сăмах май, кунта Мария тата Яков Ухсайсен музейĕ пур. Ăна вĕсен хĕрĕ Ольга Яковлевна йĕркеленĕ.

Мария Ухсай /Мухина/ Куславкка районĕнчи Карачра çуралса ÿснĕ. 1925-1929 çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Ăна пĕтерсен пĕр тапхăр тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. 1933-1937 çулсенче Шупашкарти педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литературин факультетĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн виçĕ çул Канашри тата Ульяновскри педагогика техникумĕсенче вырăс чĕлхипе методика вĕрентнĕ, Тĕрлемесри вăтам шкулта ĕçленĕ. Çак вăхăт тĕлне вăл хăйĕн кун-çулне тепĕр паллă çыравçăпа — Ухсай Яккăвĕпе — çыхăнтарнă. 1940 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Мария Дмитриевна ача-пăча литературине аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунă. 1960 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, 1967 çулта СССР Культура министерствин «Лайăх ĕçленĕшĕн» паллине панă.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать