- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕр тухтăрĕ
Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евлалия Ивановна Васильева 1923 çулта Муркаш районĕнчи Улăх ялĕнче (халĕ Юнкă) нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Улттăмĕш ача пулса ÿснĕ. Ашшĕ Иван Васильевич учитель семинарийĕнчен вĕренсе тухнă. Революциччен вара тĕн семинарине пĕтернĕскер священникре тăрăшнă. Репресси танатинчен хăтăлас тĕллевпе çемье тăван кĕтесне пăрахса вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ. Амăшĕ Елизавета Петровна вĕрентекенре тăрăшнă. Иван Васильевич вара — бухгалтерта.
Студент çулĕсем
1941 çулта Шупашкарти 7-мĕш шкултан вĕренсе тухнă Аля /ашшĕ-амăшĕ ăна çапла чĕннĕ/ Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче иртнĕ. Çак йывăр вăхăта Евлалия Васильевна каярахпа çапла аса илнĕ: «Эпир вĕреннĕ вăхăтра институтăн виçĕ хутчен урăх çурта куçма тиврĕ. Эпир, студентсем, лаборатори хатĕр-хĕтĕрĕ, библиотека кĕнекисем, сĕтел-пукан сĕтĕреттĕмĕр. Преподавательсемпе юсав ĕçĕсем тăваттăмăр, сивĕ пÿлĕмсенче вĕренеттĕмĕр. Чернил шăнасран савăт- не алăран яман. Кĕнекесем çине, йĕркесен хушшинчи пушă вырăна, çыраттăмăр. Окоп чавма, вăрман касма çÿреттĕмĕр. Шурлăхри шыва марганцовка ярса марля витĕр ĕçеттĕмĕр. Колхозра механизаторта, агрономра тăрăшаттăмăр. Вĕренÿ хыççăн вара çар госпитальне дежурствăна каяттăмăр. <...> Студентсем лайăх вĕреннисĕр пуçне спорт мероприятийĕсене, концерт-спектакль лартас ĕçе хастар хутшăнатчĕç. <...> ».
Сăмах май, вăрçă вăхăтĕнче ял хуçалăх институчĕн çуртĕнче пир-авăр фабрики вырнаçнă, пединститут çуртĕнче вара — электроаппарат завочĕ.
Ял хуçалăх институтне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Евлалия Васильева СССР Патшалăх планĕн уполномоченнăйĕн Чăваш Республикинчи аппаратĕнче контролер-агрономра ĕçлеме пуçланă. <...> Кайран Шупашкар районĕнчи «Путь Ленина» хуçалăха куçнă.
Арпус, дыня çитĕнтернĕ
1950-1963 çулсенче Евлалия Ивановна Елчĕк районĕнчи «Победа» колхозра тĕп агрономра тăрăшнă. <...> Пахчаçăсем ир пулакан арпус тата дыня сорчĕсем çитĕнтернĕ. <...> Ахальтен мар Аслă Пăла Тимеше кÿршĕ районсенчен, пĕтĕм республикăран, Тутарстанран, Ульяновск облаçĕнчен уй-хир ĕçченĕсем, хуçалăх ертÿçисем, пуçлăхсем вĕçĕмсĕр килсе çÿренĕ. Кашнинчех вĕсем Евлалия Ивановна канашĕсене тимлĕн итленĕ.
Ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупас тĕллевпе чăвашла калаçма вĕреннĕ вăл. Ашшĕ — чăваш, амăшĕ вырăс пулнăран хĕр вырăсла пуплесе çитĕннĕ. Чăваш ялĕнче вара тăван чĕлхе кирлĕлĕхне ăнланса илнĕ.
Агрономăн чи пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ вара кантăр çитĕнтересси шутланнă. 60-мĕш çулсенче хуçалăхра унăн лаптăкĕ 300 гектар пулнă. Унсăр пуçне хăмла, улма-çырла культурисем лартса ÿстернĕ.
Ăна çĕршывĕпех пĕлнĕ
Евлалия Васильевăна ун чухне республикăра çеç мар, Совет Союзĕнче те пĕлнĕ. Вăл пĕрре çеç мар Никита Хрущевпа курнăçнă, ăна СССР Аслă Канашĕн тăваттăмĕш созыври депутатне суйланă. Горькинче иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен зонăри канашлăвĕнче хуçалăхри çитĕнÿсем çинчен тухса калаçнă. <...>
1963-1978 çулсенче Евлалия Ивановна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче тăрăшнă, 15 çул ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă. <...> Унăн пуçарăвĕпе республикăра ватă агрономсен клубне йĕркеленĕ.
Унăн ырă тĕслĕхĕ пирки те каласа хăварас килет. Вăл ултă ачаллă арçынна, Социализм Ĕçĕн Геройне Василий Зайцева, качча тухнă. Çитменнине, хăйĕн те ывăл ÿснĕ. Паллах, çак пулăма ашшĕ хирĕç пулнă. Çапах та хĕрарăм хăй çине йывăр çĕклем тиенĕ. Ачасем ăна тăван амăшĕ пекех йышăннă. Евлалия Ивановна 2017 çулта вилнĕ.
Евлалия Васильева — РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Вăл çавăн пекех нумай орден-медаль кавалерĕ. 1967 çулта унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕртнĕ.
Комментировать