Çур акине хатĕрленеççĕ

24 Янв, 2018

Кун вăрăмланса пырать, çур аки çывхарса килет. Республикăри хуçалăхсенче ака-сухана хатĕрленесси мĕнле пырать-ха? Çивĕч ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Кăçал республикăра акмалли- лартмалли лаптăксем 560 пин гектар, çав шутра çурхисем — 324,3 пин. Çурри ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пулмалла /53,3%\, выльăх апачĕ валли те сахал мар лаптăк уйăрнă /37,9%\. Ытти — çĕр улми, техника культури, пахча çимĕç.

Министр районсен ертÿçисене акакан лаптăксене асăрхаса тăмаллине каларĕ. <...> Выльăх-чĕрлĕхе тутлăхлă, усăллă апатпа çителĕклĕ тивĕçтерме куккурус, соя, пĕрчĕллĕ культурăсем, рапс ытларах акса хăварма сĕннĕ Сергей Артамонов. Унччен çĕр улми япăх сутăннăран, хăй хаклăхне те саплаштарайманран чылай хуçалăх унран хăпма тытăнчĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕсем палăрмаллах пĕчĕкленсе юлчĕç. Халĕ продукци сахаллине кура вăл икĕ-виçĕ хут хакланса кайрĕ. Паян ăна пасарта пĕр килограмне 22-23 тенкĕпе сутаççĕ. Сутса тупăш илмелле те… чĕр таварĕ çук. Республика яланах çĕр улми туса илекен регион шутланнă. Çакăн çине алă сулни хамăрах пырса тиврĕ.

Иртнĕ кĕркунне хуçалăхсенче кĕрхисем тата выльăх валли симĕс апатлăх ÿсен-тăран 80,5 пин гектар акса хăварнă.

<...> Малтанлăха палăртнă тăрăх, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсенчен çурри ытларахăшĕ /50,6%\ хĕл лайăх каçать. Ытти лаптăк çинчи ÿсен-тăран та тивĕçтерет /44,8%\. Çапах сивĕпе пĕтнисем те пур-ха /4,65\. Вĕсем çуркунне вăй илесси иккĕлентерет. Филиал директорĕ Николай Малов ÿсен-тăран симĕс пулнине, тутлăхлă япаласем çителĕклине палăртать. Калча юр кăвакăшĕпе, кăшлакан чĕр чунсемпе сиенленни курăнман. Пĕлтĕр вара вĕсем кĕрхисене самай сăтăр кÿнĕ. Юр та кăпăшка, уйсенче вăл 5-30 см хулăнăш. Çĕр 3-22 см тарăнăш шăннă. Чăн та, вырăн-вырăнпа лаптăксене пăр хуплани те пур. «Кĕрхи культурăсемшĕн хальлĕхе ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар», — пĕтĕмлетнĕ ларура Николай Малов.

<...> Чылай хуçалăхра вăрлăх тасатса типĕтме тытăннă ĕнтĕ. Кăçал тырă çителĕклех. Анчах унăн пахалăхĕ шухăшлаттарать. Хальхи вăхăтра тĕрĕсленĕ вăрлăхран 34% кондицие ларнă. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай /70%\, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри /64%\ районĕсенче лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. Çав хушăрах Улатăр тăрăхĕнче кăтарту 6% кăна. Вăрлăх çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕслемен, кондицие ларман материала уй-хире акма чарнă.

<...> Хуçалăхсенче машина-трактора та хĕрсех юсаççĕ. ЧР Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр тепĕр 466 техника хушăннă. Ăна ытласрах уйрăм çынсем туяннă. Ял хуçалăх организацийĕсенче вара вăл чакнă. Ку ытларах хăватлă техника илнипе çыхăннă. Çавна май киввисенчен хăпса пыраççĕ. Иртнĕ çул республикăра 104 çĕнĕ трактор, тырă вырмалли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайнсем туяннă. Вăрнар тăрăхĕнче кăна 137 млн та 671 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника хушăннă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн паркĕ палăрмаллах çĕнелнĕ. Кăçал кăна унта Раççейре туса кăларнă тырă вырмалли 4 комбайн туяннă. Хальхи вăхăтра паркра 15 комбайн, 28 трактор. <...> Тулли верси...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.