Шупашкар - реле хÿтлĕхĕн производствин центрĕ

5 Дек, 2013

Раштавăн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Пĕтĕм тĕнчери ятарлă 16-мĕш «Раççей электричество сечĕсем-2013» курава хутшăнакан предприятийĕсен павильонне çитсе курнă. Çак курав Мускавра «Пĕтĕм тĕнчери МосЭкспо курав центрĕ» ВВЦ территорийĕнче иртет.

Кунта «ЭКРА» НПП», «ИЗВА», «Бреслер» ИЦ», «Бреслер» НПП», «Электроаппарат», «Электрощит» ОООсем, «ВНИИР», «Электроавтомат» АУОсем, «Шупашкарти электромеханика завочĕ», «ЧЭАЗ» АХОсем, «Каскад» НПО тата ыттисем хăйсен экспозицийĕсене тăратнă. Курав ĕçлеме пуçланă кунранах Чăваш Енри предприятисем чылай коммерци сĕнĕвĕ пухма ĕлкĕрнĕ. Калăпăр, «ЭКРА» компанин цифра подстанцийĕсемпе - рынока кăларнă çĕнĕ йышши оборудованипе - интересленекенсем пур.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май республика Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ чикĕ леш енчи аналогсемпе ăнăçлă тупăшни çинчен каланă, вăл пахалăх енĕпе ют çĕр-шывсен продукцийĕнчен кая мар, тепĕр чух ирттерет те, çав вăхăтрах хакĕпе чылай йÿнĕрех. «Пирĕн предприятисен продукцине тĕнче шайĕнче пĕлеççĕ, иккĕленместĕп: конкуренци вăй илсе пынине пăхмасăр вĕсем малашне те малти позицисенче пулĕç. Республика Правительстви хăй енчен пулăшса пырĕ, вĕсемшĕн ăнăçлă аталанмалли условисем йĕркелĕ. Паян Шупашкар - чăннипех реле хÿтлĕхĕн производствин центрĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Д.ПЕТРОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.