Пĕртăван Костинсем

19 Янв, 2018

Вĕсем виççĕн пулнă: Николай, Александр тата Георгий. Пĕртăвансем Шупашкар районĕнчи Ишек ялĕнче кун çути курнă. Костинсен çемйинче 13 ача ÿснĕ.

Николай шкулта вĕреннĕ чухнех фотоÿнерпе кăсăкланнă. Пĕрремĕш фотоаппарата ăна амăшĕ туянса панă. Вăлах шăллĕсене çак ĕçе явăçтарнă, йĕкĕрешсем Ишекри фотокружокра ăсталăха туптанă. «Николай 1925 çулта ялтан тухса кайрĕ. Шупашкарти фотоательене фотограф вĕренекенĕ пулма вырнаçрăм тесе пĕлтерчĕ», — аса илнĕ унăн аппăшĕ Мария Александровна. Амăшĕ вилсен Костинсем Чăваш Ен тĕп хулине куçса килнĕ. Александрпа Георгий те çак фотоательере ĕçлеме тытăннă.

Çав тапхăртах Костинсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журнал редакцийĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ: «Канаш», «Красная Чувашия», «Сунтал», «Ĕç хĕрарăмĕ» редакцисене хăйсен ĕçĕсене ярса панă. Николай Костинăн малтанхи сăн ÿкерчĕкĕсем çак кăларăмсенче 1929 çулта кун çути курнă. Каярахпа вăл «Канаш» хаçатăн фотокорреспонденчĕ тата Мускаври «Крестьянская газета» кăларăмăн штатра тăман корреспонденчĕ пулса тăнă. Вĕсенче Николайăн Чăваш Енри радиостанци, Шуршăлти пионерсемпе комсомолецсем тата ял хуçалăх эртелĕсем çинчен хатĕрленĕ фотоĕçĕсем пичетленнĕ. Николай Костин çарта чухне те фотоаппарата алăран ямасть. Вăл Хусанти Хĕрлĕ çар çуртĕнче ĕçленĕ. Салтаксен пурнăçне сăнлакан ĕçĕсене Чăваш Ене ярса панă. Чăваш каччин репортажĕсем «Сунтал» журналта тата «Красная Чувашия» хаçатра пичетленнĕ.

Георгий Костин малтанхи тапхăрта «Канаш» хаçатра тата «Чăвашкино» кинотрестра ĕçлесе хăйĕн пул-

тарулăхне аталантарнă. 1932 çулта

вăл фотокорреспондентсен Мускав-

ра иртнĕ слетне хутшăннă. Çав çулах

ăна ЧАССРăн ĕç тăвакан тĕп комитет-

не ĕçе илнĕ. Александр «Красная Чу-

вашия» хаçат редакцийĕнче нумай

çул вăй хунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш

çулĕсенче пĕртăван Костинсем жуна-

листсемпе пĕрле республикăри тĕрлĕ

район-хулана çитнĕ. Вĕсемех «Дости-

жения Чувашии: 1927-1931 годы» фо-

тоальбом хатĕрлесе кăларнă. 1936

çулта Георгипе Александр Горький

крайĕнчи колхозниксен с˜ездне хут-

шăнакан йĕлтĕрçĕсен чупăвĕнчен фо-

торепортажсем хатĕрленĕ. 1941 çулта

Георгие ТАСС фотокорреспондентне

илнĕ, анчах унта вăл нумаях ĕçлеймен

— вăрçă пуçланнă.

Николая тÿрех Мускава хÿтĕлеме

янă. Разведка полкĕн аслă сер-

жанчĕ фотолаборант тивĕçĕсене

пурнăçланă. Аэрофотослужба под-

разделенийĕн ĕçченĕсем фотокарттă

туса хатĕрленĕ, пин-пин сăн ÿкерчĕк

тунă, аэрофильмсемпе

планшетсем

теçетки-теçеткипе туса кăларнă. Йĕкĕ-

реше те Тăван çĕршывăн тĕп хули-

не хÿтĕлекен полка çирĕплетнĕ. Пу-

леметчиксен роти тăшмансен вун-вун

самолетне ÿкернĕ. Анчах пĕр çапăçура

рота командирĕ Георгий Костин пуç

хунă. Ун вырăнне Александра асли

пулма шаннă.

Николайпа Александр фронтран

ырă-сывах таврăннă. Асли Хусанти

фотоательене вырнаçнă та унта мĕн

виличченех /1959 çулчченех/ тăрăш-

нă. Кĕçĕнни «Красная Чувашия» хаçат

валли сăн ÿкерчĕксем ăсталанă. 1953-

1970 çулсенче Александр Костин «Мо-

лодой коммунист» хаçат редакцийĕн-

че, Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн

пичет цехĕнче, «Химтекстильмаш» за-

водĕнче вăй хунă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.