Тĕп хула варринче çĕнĕ поликлиника пулать
Тăнк! тăнк! — тĕп хулари Ленин проспектĕнче свай çапакан машина пĕр чарăнмасăр ĕçлет. Кунта хула больницин çĕнĕ поликлиникине тăваççĕ. Объект строительствипе ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.
— Хула центрĕнче çĕнĕ микрорайонсем çĕкленнĕ май кунта пурăнакансен йышĕ те хушăнса пырать, — тет Ленин проспекчĕ, 47 адреспа вырнаçăнă поликлиникăн тĕп врачĕ Татьяна Маркелова. — Паян пирĕн поликлиника 83 пин çынна медицина енĕпе пулăшу кÿрет — çăмăл мар. Çавăнпа Ленин проспекчĕ, 12 адреспа çĕнĕ поликлиника тума йышăннă. Ун валли пĕтĕмпе 747 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутра 580 миллион — строительство валли, ытти — медицина оборудованийĕ туянма.
Пĕрремĕш свайсене пĕлтĕрхи утă уйăхĕн вĕçĕнче çапнă. Ку ĕç малалла пырать, анчах блоксенчен пĕри тăваттăмĕш хут таран çĕкленнĕ те ĕнтĕ. Çапах Михаил Игнатьевпа калаçнă май строительсем малтанхи ĕçсем чăрмавлă пулнине пытармарĕç. Кунта инфратытăм сечĕсем нумай пулнă-мĕн, проектра вара вĕсене темшĕн кăтартман, çавăнпа çав сетьсене куçарса пĕр уйăх вăхăт çухатнă. Халь ку ĕçсем хыçра темелле — газ пăрăхĕсене куçармалли çеç юлнă. Планпа поликлиникăна 2020 çулхи пĕрремĕш кварталта хута ямалла, анчах строительсем 2019 çул вĕçленичченех пĕтĕм ĕçе пурнăçлама шантараççĕ. Паян мĕн пур ĕç графикпе килĕшÿллĕн пынине шута илсен вĕсем сăмахне тытасси иккĕлентермелле мар.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов палăртнă тăрăх, 4-5 хутлă виçĕ блокран тăмалли, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 16 пин ытла тăваткал метрпа танлашмалли поликлиника сменăра — 500, талăкра пин çынна йышăнма пултарĕ. Тивĕçлĕ медпулăшу кÿмешкĕн кунта пĕтĕмпех пулĕ — компьютер томографийĕн пÿлĕмĕ таранах. Поликлиникăна килекенсен хăтлăхне тивĕçтерессине те шута илнĕ — 60-тан кая мар вырăнлă автостоянка валли те вырăн уйăрнă.
Проектпа паллаштаракан, пулас поликлиника çуртне сăнлакан стенд тăрăх хаклас тăк — чăннипех хитре çурт пулмалла, тĕп хула центрне архитектура тĕлĕшпе илем кÿмеллискер. Михаил Игнатьев унăн фасадне тума усă куракан материалсен пахалăхĕпе те кăсăкланчĕ: «Паян илемлĕ, темиçе çултан вара арканма пуçлать — çапла ан пултăр». Строительствăшăн яваплă çынсем ку енĕпе пĕтĕмпех шута илнине, материалсем тĕлĕшпе вун-вун çуллăх гаранти пулассине çирĕплетрĕç.
Объекта республика Пуçлăхĕ килессине пĕлнĕ те — çывăхри çуртсенче пурăнакан ватăсем те пухăннă. Михаил Игнатьев вĕсемпе калаçма та ерçÿ тупрĕ. «Эпир кунти поликлиникăра «çитĕннĕ», — терĕ пенсионерсенчен пĕри. — Çавăнпа çĕнĕ поликлиника хута каяссине куç пек кĕтетпĕр». Михаил Васильевич строительство ĕçĕсене шăпах хула центрĕнче пурăнакансем ыйтнипе пуçарнине çирĕплетрĕ, сывлăх сыхлавне аталантарас енĕпе республикăра пысăк ĕç пурнăçлани пирки каларĕ. «Владимир Путин пирĕн ума пысăк тĕллевсем лартать, вĕсене лайăх пурнăçламалла», — терĕ вăл.
Отрасльти улшăнусем ку сферăри пуçлăхсен шутне чакарса сиплев енĕпе тÿрремĕнех ĕçлекенсен шутне пысăклатма пулăшмашкăн тивĕç. Медицина ĕçченĕсен шалăвне палăрмаллах хăпартни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре 100 çулхи чикĕ урлă каçнă çынсен шучĕ 99-а çитни, çак йыш ÿссех пыни пирки каланă май регион ертÿçи ватăсене нумай çул пурăнма сунчĕ. Çĕнĕ поликлиника çак тĕллеве тÿрре кăларма та пулăшĕ.
Комментировать